Шкул ачисен ку вӗренӳ çулӗнчи каникулӗсем паллă
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисен ку вӗренӳ çулӗнчи каникулӗсем паллă

Шкул ачисен 2023 – 2024 вӗренӳ çулӗнчи каникулӗсен графикне пичетлесе кăларнă.

Унпа килӗшӳллӗн вӗренекенсем кӗрхи каникулта октябрӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 6-мӗшӗччен канӗç. Хӗллехи каникул декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен пулать. Çуркуннехи каникул 9 куна тăсăлӗ – мартăн 23-мӗшӗнчен тытăнса 31-мӗшӗччен.

1-мӗш класра вӗренекенсен хушма каникулӗ ку вӗренӳ çулӗнче февралӗн 17 – 25-мӗшсене тӳр килет.

 

 


Образование

Нет комментариев