Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкула — автомобиль, ачасене —укçа

Çӗпрелӗнчи «Цильна» хуçалăх ертӳçи парне тунă

 

Çӗпрелӗнчи «Цильна» хуçалăх 
ертӳçи парне тунă

Çӗнӗ 2024-2025 вӗренӳ çулӗнче Çӗпрел районӗнче пурӗ 1729 ача партта хушшине ларчӗ, вӗсенчен 130-шӗ — пӗрремӗш хут. Чи пысăкки Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш номерлӗ шкул, унта 477 ача çӳрет. Райцентрти çак шкула пӗрремӗш класа кăçал 42 ача килнипе икӗ класах йӗркеленӗ. 
Кашни шкулах ачасемпе педколлектива Пӗлӳ кунӗпе предприятисемпе организацисен ертӳçисем саламласси районта йăлара.
«Цильна» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçи Барис Аппаувич Гафуров акă Кӗçӗн Чăнлă шкул ачисене саламлама пушă алăпа килмен. Кун çинчен «ВКонтактери» хăйӗн страницинче район администраци пуçлăхӗ Марат Гафаров пӗлтерет.
Барис Аппаувич ял-йыша ахаль те нумай пулăшать-ха, хальхинче те ыркăмăллăхпа палăрнă. Шкула вăл «Нива» автомобиль парнеленӗ. Пӗрремӗш класа каякан, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксен тата нумай ачаллă çемьесенчи кашни ачана вӗренӳре ăнăçу сунса 5-шер пин тенкӗ укçа панă. 

Хамăр корр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество