Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенче дипломати клубӗсем уçăлаççӗ

Тутарстанра Пӗрремӗшсен юхăмӗ мартăн 18-мӗшӗнчен шкулсенчи «Туслашма пӗл» дипломати клубӗсенчен заявкăсем йышăнма тытăннă. Унта халăхсен хушшинчи хутшăнусемпе интересленекен 12 — 18 çулсенчи ачасем хутшăнаççӗ. Вӗсем хăйсем тӗллӗнех халăхсем хушшинчи пулăмсемпе проектсем хатӗрлеме, ют çӗршыв çыннисемпе чӗлхе практики иртме пултараççӗ.

Проекта хутшăнас тесен шкулта дипломатипе, халăхсен хушшинчи хутшăнусемпе интересленекен, ют чӗлхе вӗренекен 10-ран кая мар ачаран тăракан команда пухмалла. Кашни командăн вӗрентекенрен тăракан наставникӗ пулмалла, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.

Шкулти дипломати клубӗсем ытти çӗршывсенчи шкул ачисемпе телемостсене, марафонсене, ют чӗлхепе практика иртме, дипломати ведомствисенче тата халăхсем хушшинчи çамрăксен лагерӗсенче стажировкăсем иртме, Раççей территорийӗнче халăхсем хушшинчи шайра иртекен пысăк мероприятисене хутшăнма пултараççӗ. Завкăна клубăн пӗр представителӗ, пулас лидерӗ, кăна пама юрать.

 Шкулсенче дипломати клубӗсем йӗркелес шухăш пӗлтӗр август уйăхӗнче иртнӗ «Туссем» Çамрăксен халăхсем хушшинчи лагерӗн пӗрремӗш сменинче çуралнă. Ун чух Иннополис хулине Раççей регионӗсен тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата 10 çӗршывран (Бразили, Венесуэла, ЮАР, Индонези, Алжир, Малайзи, Кăркăсстан, Казахстан, Узбекистан, Иран) пурӗ 200 яхăн ачапа çул çитмен çамрăксем хутшăннă. Çакăн пек дипломати клубӗсем йӗркеленни тӗнчери шкулсемпе çыхăнусене аталантарма, ачасемпе çамрăксене çӗнӗ туссем тупма пулăшаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество