Шкулсенче ку уйăхра патриотла юрăсем янăраççӗ
Çак уйăхра республикăри шкулсенче тăхтав вăхăтӗнче патриотла юрăсем янăраççӗ. Вӗренекенсем совет саманинчисене те, хальхисене те итлӗç.
Юрăсем ачасене мăн асатте-кукаçейсен паттăрлăхӗ тата Тăван çӗршыва хӳтӗлени пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнланма пулăшаççӗ. Тема, паллах, ку уйăхра эпир паллă кунсене – Ленинград блокадине сирнине, Сталинград патӗнчи çапăçура çӗнтернине, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне – паллă тунипе çыхăннă.

Шкулсенче февральте «Защитники России» (сăвви те кӗвви те Е.Обухован), «На побывку едет молодой моряк» (сăвви В.Боковăн, кӗвви А.Аверкинăн), «Экипаж – одна семья» (сăвви Ю.Погорельскин, кӗвви В.Плешакăн), «Я голосую за жизнь» (сăвви те, кӗвви те Д.Майдановăн) юрăсем янăраççӗ.
Шкулсенче тӗрлӗ юрăсем итлеттерес проекта Ачасене пур енлӗн аталантаракан «Прогресс» центр РФ Çутӗç министерстви тӗрев панипе пурнăçласа пырать. Январьте вырăс хӗлӗн темипе юрăсем янăранă.
Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев