Славянсем тӗне кӗнине уявлаççӗ чиркӳсенче
Çӗршыв Конституцине халăх Турра шанни çинчен çырăннă пулсан, религи уявӗсене малашне анлăрах паллă тăвасси куçкӗрет
Паян Руçа тӗне кӗртнӗ кун. Ăна пӗтӗм тӗнчипе милионшар çын паллă тăвать. 988 çулта Руçа хăш кун шыва кӗртнин кунӗ паллă мар, çак ӗç Крымри Херсонесра пулса иртнӗ. Çапах 2010 çултанпа ăна июлӗн 28-мӗшӗнче патшалăх шайӗнче уявлаççӗ. Раççейре тата çак кун святой Владимир кнеçе асăнмалли кун.
Истори тӗлӗшӗнчен пăхсан, 988 çултанпа славянсен çӗршывӗнче чӳксемпе, асамлă тӗшмӗшлӗхпе тулнă нумайтурăлăх тапхăрӗ чарăна пуçланă, ун вырăнне Руçра ăс-хакăл аталанăвӗн çӗнӗ тапхăрӗ йăл илнӗ.
Славян халăхӗ Днепра кӗрсе тӗн илни çинчен «Повесть временных лет» историлле летопиçре çырса хăварнă.
Ирина Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев