Спектакльсем тӗрлӗ – кӗçӗннисемшӗн те, çитӗннисемшӗн те
Июнӗн 17 – 21-мӗшӗсенче Хусанта Халăхсен хушшинчи пукане театрӗсен VI «Шомбай-фест» фестивалӗ иртрӗ
Санкт-Петербургри Пысăк пукане театрӗ «Экият» театрăн пысăк сцени çинче «Тараканище» спектакльпе уçрӗ фестивале. Çак кунах театрăн кӗçӗн залӗнче Мордва Республикин патшалăх театрӗн «Зимние чудеса» постановкине пăхрӗç куракансем.
Пилӗк кунра «Экият» сценисем çинче Раççейри чи лайăх коллективсем хăйсен ăсталăхне кăтартрӗç: Благовещенск, Ӗпхӳ, Курск, Белгород, Киров, Саранск, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен килсе çитнӗ пукане театрӗсен артисчӗсем. Фестиваль статусӗ ахальтен мар «Халăхсен хушшинчи» – «Шомбай-фест» географийӗ кăçал уйрăмах анлă: Серб, Мали тата Казахстан республикисем те хутшăннă Хусанта иртекен фестивале.
«Шомбай-феста» йӗркелекенсем хайсен умне пысăк тӗллев лартнă – пукане театрӗн жанрӗ пуян пулнине кăтартмалла. Фестивальте ачасем валли лартнă спектакльсем те, çитӗннисем валли лартнисем те пулчӗç.
Спектакльсене пăхса хаклакан жюри пайташӗсем пурте пысăк опытлă критиксем, режиссерсем, сумлă экспертсем: Раççей театр режиссерӗ тата продюсерӗ Давид Бурман, театровед, театр критикӗ, Пушкăрт Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Дина Давлетшина, театр критикӗ Нияз Игламов, театровед, театр тата музыка критикӗ, искусствоведени кандидачӗ, «Театральная афиша столицы» журналăн тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Романцова, режиссер, педагог, Раççей патшалăх сцена искусствисен институчӗн пукане театрӗн режиссурăпа актер ăсталăхӗн кафедрин доценчӗ Александр Стависский. Номинацисем 2013 çултан пӗрремӗш «Шомбай-фестранах» паллă, улшăнусем пулмалла мар пек: «Чи лайăх спектакль», «Чи лайăх режиссер ӗçӗ», «Чи лайăх актер ӗçӗ», «Иккӗмӗш планри чи лайăх актер», «Чи лайăх художник ӗçӗ», «Спектакле музыкăпа чи лайăх илемлетекенӗ», «Фестиваль новацийӗ». Анчах кăçалхи «Шомбай-фестра» питӗ пуян, интереслӗ проектсем пулни, Хусана килнӗ пукане театрӗн артисчӗсем тӗлӗнмелле кăсăк, интереслӗ выляни йӗркелӳçӗсене, жюрине пӗр шухăшлă пулса тӗп номинацисен çумне тата дипломсем хушма хистерӗ курăнать. Çапла Çурçӗрти пӗчӗк йышпа пурăнакан халăхсен еткерне тӗпе хурса лартнă постановкăшăн Амур облаçӗн театрне ятарлă дипломпа наградăланă. Владимир Бирюкова пултаруллă режиссер-педагог пулнишӗн, çарпа патриотизм темине ӗненмелле уçса панăшăн; Мускаври пукане театрне К.Г.Паустовский хайлавӗсемпе илемлӗ спектакль лартнăшăн; Малири Бамако хулинчи «Sogolon» театра пуканесен вăййи урлă туслăх, культура кӗперне хывнăшăн пачӗç. Хусанти паллă культура тишкерӳçисенчен тăракан ятарлă жюри премине те «Sogolon» илме тивӗçрӗ. Хальхинче ятарлă жюри икӗ номинаци палăртнă. Пӗр номинацине, каларăмăр ӗнтӗ, Мали артисчӗсем тивӗçнӗ, теприне «Тараканище» спектакле лартакансем, Санкт-Петербургри Пысăк пукане театрӗ илнӗ. «Чи лайăх актер ансамблӗ» номинацин çӗнтерӳçисем те Санкт-Петербургранах пулчӗç.
«Чи лайăх спектакль» номинацие вара казахсем çӗнсе илчӗç. «Ортеке» спектакль авторӗсем, лартаканӗсемпе выляканӗсем Алматынчи (Казахстан) Патшалăх академи пукане театрӗ чи маттурри пулчӗ хальхинче. Ортеке искусствин – йывăçран касса тунă качака «чӗрӗлсе» тăмра кӗввипе сиккелесе ташлани – мелӗпе казах халăх йăлисемпе куракана паллаштарчӗç. Спектакль вӗçлениччен залра ларакансем казах халăхӗн тӗрлӗ инструменчӗпе калакан кӗвӗсене киленсе итлеççӗ, фольклорӗнчи сăнарсемпе паллашаççӗ.
Сăнӳкерчӗк minkult.rt сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев