Степановсем 55 çул пӗрле
Çемье çавăрнăранпа 55 çул çитни вăл хитре уяв кăна мар, пӗр-пӗрне юратса, йывăрлăхсене çӗнтерсе, савăнăçа пӗрле пайласа мăшăрпа юнашар пурăннă вăрăм ӗмӗр. Майăн 30-мӗшӗнче Чистай хулинче пурăнакан Степановсем изумруд туй паллă тăваççӗ.
Геннадий Николаевичпа Нина Иосифовна пӗр-пӗрне ачаранах пӗлнӗ. Çуралма та пӗр ялтах çуралса ӳснӗ – Чистай районӗнчи Карасье Озеро ялӗнче. Ача чухнех туслашнă, 1970 çулта мăшăрланнăскерсем паян кунччен пӗр-пӗрне тӗрев парса алла-аллăн утаççӗ вӗсем.
Нина Иосифовна вунă çул ытла шкулта вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, унтан Чистай хулин Ӗçтăвкомӗнче архив уйрăмӗн заведующийӗнче тăрăшнă. Тивӗçлӗ канăва тухсан нумай çул хушши Чистай районӗнчи Чăваш наципе культура центрне ертсе пынă.
Геннадий Николаевич салтакран таврăнсан милицире ӗçлеме пуçланă. 32 çул хушшинче уголовнăй шырав сотрудникӗнчен пуçласа милици пуçлăхӗн криминаллă ӗç енӗпе çумӗ таран ӳснӗ, подполковник.
1982 çулта Степановсене çăмăл килмен: Геннадий Николаевича ун чух разведчиксен «Кобальт» отрячӗн йышӗнче Афганистана ăсатнă. Отрядăн тӗллевӗ çынсем пурăнакан вырăнсенче, тусен хушшинче душмансен бандитла ушкăнӗсене тупса палăртасси пулнă. Икӗ çула тăсăлнă командировка вăхăтӗнче çирӗп тӗрӗслев витӗр иртме тивнӗ мăшăрăн. Анчах та Степановсем йывăрлăхсем умӗнче пуç усман, чăрмавсене çӗнтерсе пынă, маттур ачасем çуратса ӳстернӗ. Хӗрӗсем – Иринăпа Эльвира – ашшӗ-амăшӗн шанăçне тӳрре кăларнă – хăйсен ӗçӗнче профессионалсем. Иккӗшӗ те ашшӗн çулӗпе кайнă – полицире ӗçлеççӗ: пӗри капитан, тепри майор.
Паян Геннадий Николаевичпа Нина Иосифовнăн çемйи тата пысăк – виçӗ мăнукпа икӗ кӗçӗн мăнукӗ савăнтараççӗ вӗсене. Степановсен килӗнче яланах юратупа килӗшӳ, ăнланулăх хуçаланать. 55 çул пӗрле килӗштерсе пурăнса вӗсем хăйсен ачисемпе мăнукӗсемшӗн кăна мар, пӗлекен пур çыншăн та тӗслӗх пулса тăраççӗ. Сумлă мăшăра нумай-нумай çул ырлăхпа-сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
Эльвира СТЕПАНОВА.
Степановсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев