СУД ПРИСТАВӖСЕМ КИЛЕССЕ АН КӖТ
Нумайăшӗ хăйӗн парăмӗсем пуррине манать е пӗлмесӗрех пурăнать
Ют çӗршывра канма юратакансем парăм мӗн пысăкăш чăрмав пулнине лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен тӳлесе татмасăр çӗршывран тухаймаççӗ. Ыттисемшӗн те суд приставӗсем кӗтнӗ хăна мар. Парăм пуррипе çуккине мӗнле пӗлмелле-ха? РФ Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Елена Варфоломеева çак ыйтăва хуравлас тӗллевпе нумай пулмасть «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулчӗ.
Вăл каланă тăрăх, парăм пуррипе çукки çинчен информацие халӗ хăвăрт тата килтен тухмасăрах пӗлме пулать. Кун валли Управленийӗн официаллă интернет-сайчӗн «Банк данных исполнительных производств» сервисне кӗрсе хушамата, ята, атте ятне тата хăçан çуралнине кăна çырмалла. Енчен те парăм пур-тăк, штраф ăçтан килнине, хăçанччен тӳлемеллине, мӗнле номерлине, суд приставӗн ячӗ- шывӗпе телефонне кăтартнă документ тухать. Кунтах квитанцие уçласа илме, ведомство сайтӗнчех тӳлеме те пулать.
Кунсăр пуçне парăм пуррипе çуккине «ФССП России» мобильлӗ приложени те тӗрӗслесе тăма пулăшать. Кун валли хыпара илсе тăмашкăн çырăнмалла кăна.
Тӗрӗссипе, интернет саманинче эпир кашни ал тупанӗ çинчи пекех. Парăмсем пирки те акă мӗнпур информаци Патшалăх услугисен порталӗнче пур. Пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче республикăра «Цифровое исполнительное производство» проект та хута кайнă. Тутарстан çыннисене вăл килтен тухмасăрах тӗрлӗ информаци илме, заявлени пама пулăшать.
Елена Евгеньевна тата тепӗр çӗнӗлӗхпе те паллаштарчӗ. Суд приставӗсен уйрăмӗсем граждансене йышăнассине çăмăллатнă. Вӗсем патне лекес тесе сехечӗ-сехечӗпе черетре лармалла мар халь. Маларах интернет урлă çырăнмалла. Кунсăр пуçне канмалли кунсенче дежурнăй пристав патне те лекме май пур. Ку ӗнтӗ хăвăрт тумалли ӗç пулсан (пурлăх е счет çине хунă чарăва илме) кирлӗ.
Анчах приставсем патне çырăнас тесен малтан Патшалăх услугисен порталӗнче регистрациленмеллех, унсăрăн май çук. Суд приставӗсем патне хăш куна, миçе сехете каяссине çырăнсан хăвăр кăтартнă электронлă адрес çине талон килет. Ăна кайран паспортпа пӗрле кăтартмалла.
Çӗнӗ сервиссене граждансем тивӗçлипе хаклама та ӗлкӗрнӗ иккен. 2020 çулта суд приставӗсем патне йышăнăва 23 000 çын çырăннă, 15 000 тӗрлӗ заявлени (кăçал пӗр уйăхра кăна 6 000 ытла) панă. Пӗлтӗр Управлени сайтне пурӗ 3 миллион ытла çын кӗрсе тухнă. Вӗсенчен 749 000-шӗ хăйӗн парăмӗ пуррипе-çуккине тӗрӗсленӗ.
Граждансене меллӗ пултăр тесе «хӗрӳ лини» те йӗркеленӗ. Çынсем ӗç кунӗсенче ирхине 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен (843) 514-92-21 телефонпа шăнкăравласа информаци илме пултараççӗ.
Çӗнӗ сервиссем пуррине пăхмасăр парăмпа пурăнакансем республикăра сахалăн мар, паянхи кун тӗлне суд приставӗсем патӗнче пурӗ 1 миллион та 200 пин ӗç. Парăмсем шăпах çакăн чухлӗ. Асăнтăм ӗнтӗ, вӗсенчен пӗри хăйӗн парăмӗ пурри çинчен маннă, тепри пӗлмест те. Парăма тӳленӗ, анчах документра кайнă йăнăша пула кирлӗ çӗре укçа çитмен тӗслӗхсем те сахал мар иккен. Паллă ӗнтӗ, парăм пур-тăк – тӳлемелле. Апла-тăк, суд приставӗсем алăкран килсе шаккаса е пурлăха, шута арестлессе кӗтмелле мар.
Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчӗк
«Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев