Суйлавçăсен интересӗсене хӳтӗлемелле
«Волга» экспертсен клубӗн ларăвӗнче Танкист кунӗпе саламланине йышăнса РФ Геройӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Расим Баксиков çак куна паллă тăвасси çинчен Иосиф Сталин 1946 çулхи июлӗн 14-мӗшӗнче йышăннине аса илчӗ
«Волга» экспертсен клубӗн ларăвӗнче Танкист кунӗпе саламланине йышăнса РФ Геройӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Расим Баксиков çак куна паллă тăвасси çинчен Иосиф Сталин 1946 çулхи июлӗн 14-мӗшӗнче йышăннине аса илчӗ
Расим Рашидович çӗнӗ реионсенч суйлав участоӗсене çнине ырларӗ. Мӗншӗн тесен çурлса ӳснӗ çӗртен инçе тре пулсан та салтаксем тăван кил çинчен хумханаççӗ, унта пулса иртекен ӗçсемшӗн вӗсем хăйсене яваплă тесе шутлаççӗ, республикăшăн пӗлтерӗшлӗ суйлавсене Тăван çӗршыва хӳтӗлесе çапăçакансене те сасăлама май туса панипе вӗсем кăмăллă. Тата, мӗн пытармалли, йывăр çар ӗçӗнчен кăшт канса мирлӗ пурнăçа аса илни те ырă. Депутат салтакасен командирӗсене ăнланнăшăн, суйлава хутшăнса гражданла тивӗçсене пурнăçлама пулăшнăшăн тав турӗ.
Паян вырăнти хăйтытмлăх органӗсене Тутарстанӗпе 114 (çӗршывӗпе 1616) СВО ветеранӗ депутат пулма кандидата тăнă. РФ Геройӗ вӗсене депутат мандатне илсен халăх интересӗсене хӳтӗлесси çинчен манма хушмарӗ: «Пирӗн тивӗç Тăван çӗршыв, халăх интересӗсене хӳтӗлессиччӗ, халӗ – халăх, Тăван çӗршыв интересӗсем», – терӗ. Çакăнтах хăйне шанса депутат пулма суйланисене тав турӗ.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев