Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар: ӗнер тата паян

Пичетрен тухнă-тухманах хăй пурнăçӗпе пурăнма пуçларӗ. Пӗр кивӗ сăнӳкерчӗкӗн авторӗ те паллă пулчӗ, хăш-пӗр фактсене уçăмлатма тытăнчӗç.

Чăваш кӗнеке издательстви кăларнă «Чебоксары: виды за последние 150 лет» кӗнеке-альбома августăн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш ӳнер музейӗнче хăтларӗç. Авторсем Владимир Трофимовпа Алексей Киров урамсен, уйрăм çуртсен вăрттăнлăхӗсене çăмăл чӗлхепе уçса вулакана тыткăнламалла кăларнă. Хăтлавра та кӗнеке-альбома мӗнле хатӗрленине çавăн пекех çăмăл чӗлхепе каласа пачӗç, кашни пайри чи пӗлтерӗшлӗ сăнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗç. 

Пухăннисем, вӗсен хушшинче Шупашкарăн летопиçне лайăх пӗлекенсем те пурччӗ, кӗнеке-альбома пысăк хак пачӗç. Чăнах та ку кӗнеке-альбома тахçанах кӗтнӗ эпир. Пичетрен тухнă-тухманах хăй пурнăçӗпе пурăнма пуçларӗ вăл. Пӗр кивӗ сăнӳкерчӗкӗн авторӗ те паллă пулчӗ, хăш-пӗр фактсене уçăмлатма тытăнчӗç. Апла-тăк, вулакан ăна тимлӗн вулать. 

Кӗнеке-альбомăн хăтлавне тӗрлӗ вăхăтри Шупашкара несӗлсем валли хăварнă фотографсен асăну каçӗ пулчӗ тесен те йăнăш мар.( Владимир СТЕПАНОВ. Шупашкар.Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура