Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта шкул ачисем валли чăвашла дневник пичетлесе кăларнă

Чăваш Енре «Чăваш дневникӗ» çутӗç проекчӗ кун çути курнă, тесе пӗлтереççӗ массăлла хыпар хатӗрӗсем. Ăна Чăваш Республикин Экономика аталанăвӗпе пурлăх хутшăнăвӗсен министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ тӗрев панипе «Воскресение» Ыркăмăллăх фончӗ пурнăçа кӗртнӗ.

чувашский дневник

Кăларăмăн хăйнеевӗрлӗхӗ – вăл икӗ чӗлхепе пулни. Дневника шухăшласа кăлараканӗ тата çак проекта ертсе пыраканӗ Анастасия Анохина хăйӗн командипе питӗ кирлӗ ӗç пурнăçа кӗртнӗ: дневникра шкул ачисем чăваш чӗлхи, йăла-йӗркесем, Чăваш Республикинчи паллă вырăнсем, халăхăмăрăн пултаруллă çыннисем пирки çырнă интереслӗ фактсене вуласа пӗлме пултараççӗ. Ачасене харпăр шухăшӗсене çырма та вырăн уйăрнă дневникра.

Хальхи вăхăт тӗлне 3000 экземпляр чăвашла дневник пичетлесе кăларнă. Ăна Чăваш Республикин шкулӗсенче 1 – 5-мӗш классенче вӗренекен кашни ачана парӗç.

чувашский дневник

«Кун пек пуçарусем хамăрăн уйрăмлăха упраса хăварма, ачасене чăваш халăхӗн историне, йăлисене, чӗлхине хисеплеме вӗрентеççӗ. Хăв çуралнă тăван çӗре юратасси çакăн пек пулăмсенчен пуçланать. Çакнашкал проектсем Федераци шайӗнче тӗрев илме пултарни савăнтарать. 2026 çул пуçланнăранпа Чăваш Енӗн СО НКО Ресурс центрӗ ăнăçлă ӗçленине пула социаллă тата социокультурăлла пуçарусене пурнăçа кӗртме 120 миллион ытла грант укçи илме май килнӗ. Шанатăп, хамăр йăласене упраса вӗсене ачасене парса пырсан эпир Чăваш Енӗн чунне упраса хăварăпăр тата унăн пуласлăхӗн никӗсне хывăпăр», – тенӗ Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев хăйӗн Максри каналӗнче.

 

Сăнӳкерчӗксем ЧР Пуçлăхӗн О.А.Николаевăн Максри каналӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев