Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарти 3-мӗш класс хӗрачи çулталăкра 108 (!) кӗнеке вуланă

Шупашкар хулинчи 20№ шкулта вӗренекен Татьяна Савельевăна Чăваш Республикин ача-пăча библиотеки «Читатель года – 2025» ят парса чысланă. 3-мӗш класс хӗрачи ăна пӗлтӗр çулталăкра 108 (!) кӗнеке вуласа тивӗçнӗ.

Хӗрпӗрчие икӗ кун каялла, мартăн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Туслăх Çуртӗнче «Ача-пăча кӗнекин эрни – 2026» Пӗтӗм Раççей акцийӗн хӳттипе иртнӗ «Раççейӗн кӗнеке мозаики» уявӗнче наградăланă, – тесе пӗлтерет чувашинформ.рф сайт.

Хисеплӗ ятсăр пуçне Татьяна Савельевăна «АнимаТус» студин сертификатне те панă. Кӗнеке нумай вулакан хӗрпӗрчи унта мультфильм ӳкерме вӗренӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество