Ӗлӗкрех чăвашсем Сурхурине хальхипе кăрлачăн (январь) 18-мӗшӗнче уявланă. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Чăвашкассинче те ку йăла-йӗрке паянхи кунчченех тăсăлать. Сурхури çинчен пӗлес тесе малтан Скворцовăн чăвашла-вырăсла словарьне пăхма, вулама шутларăм. Унта çакăн пек çырнă: «Сурхури-сургури – старинный зимний праздник молодежи», – тенӗ.
Сурхури çамрăксен уявӗ кăна тенипе килӗшме йывăртарах. Ӗлӗкхи чăвашсен йăли-йӗркине тишкерсе пăхсан пӗр чăваш уявӗ те ваттисем пуçласа ямасăр иртмен – урапи лашинчен малтан чупман. Ӗлӗк çамрăксем ваттисенчен иртеймен. Вӗсен сăмахне итлемеллех пулнă.
Сурхурие ватăсем пуçланă. Каçхине çăкăрпа йăва пӗçерме чустине хунă, тепӗр кун, уяв кунӗ, ирхине пӗçернӗ, аш-пăшне хатӗрленӗ. Ирхине ирех йăва (пӗчӗкçӗ капăртма) пӗçерсе картана тухса ăна кашни сурăха çитернӗ, путеккисем нумайрах пулччăр, кӗркуннеччен ырă-сывах пурăнччăр тесе сăмах сăмахланă, кӗлӗ тунă.
Йăвасене çупа çуллантарнă, пылак шывпа тутлăлантарнă. Каярах кӳршӗ-аршăпа, тăвансемпе Сурхури йăвине çинӗ, асăнса ӗçкӗ-çикӗ туса ирттернӗ.
Каçхине çамрăксем Сурхури уявне савăнса, юрласа, ташласа ирттерсе янă.
Ваттисем йăла-йӗркене пăхăнса Сурхури уявӗн мешехисене эртелпе, тăванпа, туспа пӗрле палăртса хăварнă. Çутçанталăкри уявсене ирттересси çанталăкпа çыхăннă: çӗр ӗçӗ тата выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси тӗп вырăнта тăнă. Мӗншӗн тесен çынсен шанчăклăхӗ, пурнăçăн малашлăхӗ çут çанталăкпа таччăн çыхăнса тăнă.
Сурхури кунӗн хăйӗн çирӗп йӗркисем пулнă. Кашни уява илсен те ваттисемпе çамрăксен хушшинче питӗ пысăк пӗрлӗх пулни палăрать.
Чăвашсен йăли-йӗркисем çӗр ӗçӗпе тата выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе çыхăннă. Ытти халăхсен те çакăн пек пулнă пулӗ.
Сурхури хыççăн хӗрсем, çамрăксем ларма çӳренӗ, ку вара Çăварничченех тăсăлнă. Хӗллехи уйăхсенче хӗрсем лармара алă ӗçӗсем тунă: çип авăрланă, çăмхасем тунă, пир тӗртме çипсем хатӗрленӗ, канвасем тунă, качча кайма та кирлӗ япаласем хатӗрлеме тытăннă, уйрăмах çак вăхăтра сӗлкӗсем хатӗрленӗ.
Уявсен никӗсне хывакансем, пуçласа яракансем – ваттисем. Вӗсемсӗр нимӗнле уяв та иртмен. Уява тăсакансем – çамрăксем. Вӗсемех нумай чухне уявсене вӗçлекенсем те пулнă.
Сурхури тата ытти уявсен тымарӗсем – христиан тӗнӗ сарăличченех пуçланнă. Темиçе ӗмӗр иртнӗ пулсан та, православи тӗнне йышăннă пулсан та авалхи уявсене çынсем вырăнӗ-вырăнӗпе палăртнă. Халăх яланах çутçанталăкран аваннине çеç кӗтнӗ. Сурхури каçӗ картара сурăх урисем тытнă, юмăçланă, малашлăх мӗнле пулма пултарассине асăрхама тăрăшнă. Пуласлăх пурнăçăн малашлăхӗ теме пулать.
Çут çанталăк хăвачӗ
Темиçе ӗмӗр иртнӗ пурнăçа, уявсене паянхи куçпа, шухăш-кăмăлпа сапăрлани вырăнлах пек туйăнмасть. Паянхи çынсен тавракурăмӗ, ăс-тăнӗ, тӗпчев ӗçӗ вăйлă
аталанни тата çÿлти шайра тăнине пурте аван пӗлеççӗ. Ӗлӗкхи-авалхи йăла-йӗркесем наука хушнипе пуçланса кайман, вӗсем çынсен шалти туйăмне, ӗненӗвне пула пулса кайнă. Çут çанталăка пăхăнса, вăл ырă ӗçсем тума пулăшасса шанса пурăннă, мӗнле-тӗр çутçанталăк пулăмӗсене лайăх пуласса, вӗсем ырă ӗçсем туса парасса кӗтнӗ, ӗненнӗ. Шанăçпа ӗненÿ çулталăкăн кашни вăхăчӗпе çыхăнса тăнă. Çынсем вăхăтне суйласа илсе йăла-йӗркесен никӗсне хывнă.
Иртнӗ саманасене аса илетпӗр пулсан, этемӗн тепӗр ырă енӗ пирки каламаллах. Ку вăл авалхи çынсем çут çанталăка сăнаса пыма пӗлни, ăна çулран çул çӗнетсе аталантарни. Уявсене улăштармалла, çӗнетмелле пулсан – тӗрлӗ ылмашусем кӗртме пултарнă. Тавралăха сăнама пӗлни, унпа пурнăçра усă курни – çынсен тавракурăмӗ лайăх аталанса пынине пӗлтерет.
Сăнав ӗçӗ нихăçан та чарăнса ларман. Вăл – паянхи ăслăлăхăн тӗп тымарӗ. Çулталăкăн кашни тапхăрӗ – уявсемпе çыхăннă йăла-йӗркесем: Сурхури, Çăварни, Калăм, Çимӗк, Кӗр сăри…
Авалхи йăла-йӗркесем, уявсем хăйсемпе хăйсем пулса кайман: кунта çутçанталăкпа этемӗн пӗрлӗхӗ, çыхăнуллă пурнăçӗ, çакăнтан тухакан ӗненÿ.
Пурнăçра ӗненÿ çӗнтерет. Унăн хăвачӗ кăварлăрах та, хӗрÿллӗрех те. Пӗр йăлана ӗненсе пурăннă хыççăн – тепӗр тапхăрта ку ӗненÿ Турра çаврăнать. Вара çутçанталăкпа çыхăннă ӗненÿ ӗçӗсем уява тухса йăлана кӗрсе юлаççӗ. Авалхи çынсен пурнăçӗнчи уявсем пӗр евӗрлӗрех те пулма пултарнă. Чăваш халăхӗ те, авалхи халăх, хăйӗн уявӗсемпе пуянскер. Вӗсемех çынсен шухăш-туйăмне çăмăллатакансем. Çавăнпа та чăвашсен пӗр уявӗ çинчен нумайрах сăмах каласа хăварнин сиенне курмастăп. Усси нумайрах пулӗ.
Хальхи тӗпчевçӗсем çӗр çине анса «пӗлӗтре вӗçмесӗр» халăх пурнăçне тӗпчени, ӗлӗкхи халăх пурнăçӗпе пурăнса курса çырса хăварни кирлӗ. Эпӗ хальхи тӗпчев-çӗсен ӗçне тиркесе каламастăп, ăна ăнланатăп, вăхăтӗнче унăн «ани» çинче те утса пăхкаланă. Ӗлӗкхи пурнăçа, йăласене, ӗлӗкхи халăхсен куçӗпе кăна пăхса каласан е çырсан тӗрӗсрех пек туйăнать. Йăла-йӗркесем – халăхăн культури. Культурăпа тӗн йӗркисем çыхăнса тăнă, пӗри тепринсӗр пулман. Пӗр уяв тепӗр уява ирттерме чăрмантарман. Вăл пӗр тапхăртан тепӗр тапхăра ерипен куçса пынă, мӗншӗн тесен ун чухнехи халăх пӗрлӗхӗн вăйӗ витӗмлӗрех пулнă.
СУРХУРИ
Сурхури çинчен В.К.Магницкий çакăн пек çырса хăварнă: «Это праздник благодарения Богу за урожай хлеба и приплод скота и для испрошения тех же благ в будущем году». Хальхи тӗпчевçӗсенчен пӗри, истори ăслăлăхӗсен докторӗ Антон Кириллович Салмин çакăн пек çырнă: «Ритуалы Сурхури существовали у народа ещё до распространения христианства». А.К.Салмин çырнă «Система религии чувашей» ятлă кӗнекинче çакăн пек сăмах-
сем пур: «В домах наблюдали: если утром на Новый год первым придет мужчина, то считали, что овцы будут ягнять барашков, если женщина – овечек».
Малтан Çӗнӗ çул вăхăчӗ, каярах Сурхури уявӗ – ку вăхăтра çемьесенче ятарлă апат-çимӗç пӗçернӗ. Пăрçа шÿтерсе ăшаланă, килен-каяна апат-çимӗçпе, пăрçапа сăйланă, урамсем тăрăх çÿренӗ. «Сурхури, Сурхури» тесе кăшкăрашнă юррисене те юрланă.
Сурхури çинчен тӗпчев çыннисем нумай ӗçсем çырса хăварнă терӗмӗр – йăлана кӗнӗ уява паллă тăвассине килти выльăх-чӗрлӗхпе çыхăнтараççӗ. Сурхурипе килти выльăх-чӗрлӗх çинчен уйрăм вырăн сурăх йышăнать. Сурăх ытти выльăх-чӗрлӗх пекех – çынна, этеме пурнăçа пурнăçласа ирттерме, аш-какай, çăмне, тирне кун-çула çӗнетсе ирттерме пулăшакан хаклăран та хаклă чӗрчун. Апла пулсан сурăхăн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк.
Уявсем пуçланса каяссин сăлтавӗсем пулнă. Сăлтавсăр пӗр çӗнӗ япала та пуçланмасть. Ӗçе пӗрре пуçарса ярсан – вăл яланлăхах юлать. Анчах та малашне çӗнелсе, лайăхрах та меллӗрех те пулса пыма тытăнать. Уявсен ячӗсем юлсан та вӗсен хăш-пӗр енӗсем улшăнса, çӗнелсе пыма тытăнаççӗ.
Чăвашкасси халăхӗ те ку уявран пăрăнса юлман, пăрахăçа кăларман, çак тарана çити уявăн нумай енне сыхласа хăварнă.
Хӗр сăри
Сурхури кунӗ каçхине пикесем Хӗр сăри ларнă. Пӗр касăра пурăнакан хӗрсем пуçтарăнса Хӗр сăри ларма шутланă пулсан мӗн чухлӗ çын пуçтарăнма тивӗçлине пăхнă. Çитӗннӗ икӗ-виçӗ хӗрача кăна пулсан Хӗр сăри лармасса та пултарнă. Ахальтен каламан-çке: «Йышлăхра – вăй!» – тесе.
Хӗрачасен ушкăнӗ пуçтарăнса çитсен иккӗшне пуçлăха суйланă. Хӗр сăринче икӗ пуçлăх – чи аслисем. Вӗсемех ушкăнпа калаçса вăйçă тытаççӗ, кил хуçи шыраççӗ, унпа калаçса татăлаççӗ. Пӗчӗкçӗ пÿрт хуçипе сăмахлама тăрăшман, пысăк пÿртлӗ хуçа шырама тăрăшнă. Вăйçа тата пÿрт хуçине тÿлеме хакӗ пирки маларах калаçса татăлнă.
Каç пулсан Хӗр сăри ларакан пикесем карталанса тăрса вăйçă кӗввипе такмаксем каланă. Ушкăн хӗрсем çумӗнче тенкел çине хурса панă минтер çине вăйçă ларнă, мăйӗ е ӗнси çине алшăлли çакса янă. Унпа вăйçă купăс каласа тарласан пуçлăхсем пит-куçне шăлса, типӗтсе тăнă.
Хӗр сăрине кил хуçи пуçласа янă. Хӗрсем илсе пынă тутлă сăрине апат-çимӗçӗпе йÿçӗреххипе кил хуçисене чысланă та чи малтан ташласа пама сӗннӗ. Ку уяв пуçланнине пӗлтернӗ.
Ун хыççăн пуçлăхсем ташланă та йӗркипе тăракансем ташлама тытăннă. Хӗрсем кӗвӗ тăрăх такмаксем каланă, алă çупса тăнă. Ют çынсем, курма пыракансем ташлама тухас тесен укçа тÿленӗ, ăна пуçлăхсем пуçтарнă. Пуçтарăннă укçа вăйçа тата хваттер хуçине тÿленӗ çӗре кайнă. Курма пыракансем, çывăх çыннисем, тус-тăванӗсем Хӗр сăри ларакан пикесене ташланă вăхăтра укçа парса чысланă. Каччăсем те хăйсен савнийӗсене, çывăх çыннисене ташланă самантра укçа панă. Хӗр сăринче пӗр-пӗрне парне парасси те пулнă. Хӗрсем каччисене тӗрленӗ сăмса тутри е урăх япала парнеленӗ. Çур çӗр çитсен кану вăхăчӗ туса ирттернӗ: сиплӗ чей ӗçнӗ, сăрине тутанса пăхнă, пăттине те пӗçернӗ. Ăна кану е çурçӗр апачӗ тенӗ. Ирхине çутăлас умӗн вăйçа килне ăсатма хатӗрленнӗ. Каллех апат-çимӗç хатӗрленӗ. Укçине тÿленӗ те вăйçа килне ăсатма кайнă. Ытти пикесем пÿрт урайӗсене çуса тасатса, тирпейлесе хăварнă. Кил хуçине апат-çимӗç, урăх япаласем пама пултарнă, тӗрлӗрен ӗçсемпе пулăшма тăрăшнă. Ку тата тепӗр йышши тав сăмахӗ пулнă.
Кивӗ Çӗнӗ çула ăсатма чăвашсем кӗркуннех тытăннă. Кӗр кунӗнче сивӗсем пуçлансанах халăхсем, вӗсен шутӗнче чăвашсем те, хӗл каçма выльăх-чӗрлӗх пусса аш-какай хатӗрленӗ. Сурăх е така пуссан вӗсен пуçӗпе урисен çăмӗсене кăвар çинче çунтарса, çуса тасатса Çӗнӗ çул уявӗ валли хатӗрлесе хунă.
Эпӗ астăвасса, касăри пур çемье те çак ӗçсене туса ирттернӗ.
Кивӗ çӗнӗ çул каçӗ така пуçӗпе урисене пӗçерсе кукар яшкипе пăттине пӗçернӗ. Çемьен ку каç питӗ пысăк уяв пулнă.
Ача-пăча савăнăçӗ
Кивӗ Çӗнӗ çулта ача-пăча та ахаль ларман. Çак каç ачасем ушкăнпа пуçтарăнса килӗрен килле çÿренӗ, юрăсем юрланă, ташланă, укçа-тенкӗ тата урăх япала та пуçтарнă. Вӗсене хăратакансем тенӗ. Кÿршӗ ялсенче катайсем тетчӗç. Кил хуçисене сывлăх суннă, саламланă. Сурхурири йăласене те манман, ăна та палăртса хăварнă, хуçисене ырлăх-сывлăх суннă, выльăх-чӗрлӗхӗ, путеккисем йышлă пулччăр тенӗ. Вӗсен Сурхурипе çыхăннă юррине ӗлӗкрех çырса хăварнă кивӗ тетрадь çинчен çырса илтӗм.
Сурхури! Сурхури! –
Çитрӗ кӗтнӗ Сурхури.
Сурхури çитрӗ. Куртăр-и?
Хирӗç тухса илтӗр-и?
Хапха уçса хутăр-и?
Атьăр тухăр, ачасем.
Урам тăрăх кайăпăр.
Килӗрен киле кӗрӗпӗр.
Килӗрен киле çÿрӗпӗр.
Салат, хăмла пухăпăр.
Кукăль, çимӗç пухăпăр.
Сурхури ӗçки тăвăпăр.
Сурхури-тӗк Сурхури,
Чаплă пултăр Сурхури.
Ачасене уçă алăксемпе кӗтсе илнӗ. Парнесем панă, апат-çимӗçне çитернӗ. Юрăсем юрланă. Ачасем пулсан та тав сăмахӗсем калама пӗлнӗ: вăйлă тыр-пулшăн, путек-сурăхшăн...
Ачасем те çитӗннисем пек сăмах сăмахланă.
Виçӗ тӗрлӗ выльăхăр чӗрӗлтӗр,
Хутаçлă пăрçа пек хунавлă пултăр.
Шÿтернӗ пăрçа пек мăнтăр пулччăр,
Аш-какайӗ пăрçа пек пиçӗ пултăр.
Пӗр вӗçӗ шыв патӗнче,
Тепӗр вӗçӗ картара пултăр,
– тенӗ.
Юрланă-ташланă, кайран тепӗр пÿрте куçнă, килӗрен кайнă.
Ял хавалӗ – вăйăсем
Тӗрлӗ ялта хăйнеевӗрлӗ вăйăсем пулни никама та иккӗлентермест, юмăç пăхни те çакăнта кӗрет ӗнтӗ. Вăйăра – юмăç пăхни, пуласлăха пӗлес килни. Акă пирӗн ватăсем çырса хăварнă икӗ-виçӗ тӗслӗх, кунта вӗсем 15 яхăн. Кивӗ Çӗнӗ çул тата Сурхури вăхăтӗнчисем:
1. Çамрăксем нумайрах сурăх усракан çынсем патне каяççӗ. Каçхине сурăх урисене тавар татăкӗсемпе çыхса яраççӗ е урăх паллăпа, кашни çыннăн хăйӗн палли. Хура сурăха çыхса янă пулсан савнийӗ хура çын пулать, шурă сурăха çыхса янă пулсан – упăшки е арăмӗ сарă пулать, кăвак пулсан – илемсӗр, ула пулсан çынран катăк пулать имӗш.
2. Çурçӗр тӗлнелле уçă вырăна тухса кашта (е вăрăм патак) тăратаççӗ. Тăратнă çав
кашта хăш еннелле ÿкет – хӗр эппин çак еннелле качча тухать, арçын ача пулсан – çав енчен хӗр пулать.
3. Кил картишӗ варринче, çăпатана кантринчен тытса пуç тăрринче çавăраççӗ те хапха урлă ывăтса яраççӗ. Ӳкнӗ çăпата пуçӗ хăш еннелле пăхать – хӗр çав еннелле качча каять тенӗ.
4. Сурхури кунӗ, ирхине ирех, каçхине хурса лартнă чустапа çăкăр-кукăль пӗçернӗ, уйрăмах йăва пӗçерессине пысăк тимлӗх уйăрнă. Пирӗн Чăвашкасси ялӗнче булка евӗрлӗ пиçнӗ япалана – капăртма, унтан пӗчӗкреххине йăва тетчӗç.
Сурăх тытни
Этемӗн пурнăçӗнче сурăхсем уйрăм вырăн йышăннă. Ялсенче пурте сурăх усранă. Кашни килӗрех çак выльăх пулнă.
Сурăх нумай енлӗ чӗрчун. Кӗпи-тумтирӗ, аш-какайӗ, тăлăпӗпе кӗрӗкӗ, тирӗпе сăранӗ, çӗлӗкӗпе алсишӗ, чăлхипе шăлаварӗ... – веçех унран.
Сурхурире сурăха уйрăм тимлӗх уйăрнă. Киле ют çынсенчен кам малтан пырать, ăна тенкел е сакă çине минтер хурса лартнă, йăва çитернӗ. Лармасăр тухса кайсан сурăхсем киле таврăнмаççӗ тенӗ. Çухаласран та хăранă. Путеккисем нумайрах пуласса шанса тăнă. Сурăх пӗр харăс 2-3 путек панă. Ваттисен пехилӗнче яланах кӗркунне така пуçӗ çимелле пултăр тени – яланах хăлхара тăрать. Ваттисем хăнана чӗнессе кӗтсе тăман. Кил хуçисем (арлă-арăмлă çынсем) пӗр турилкке йăва хурса ӗскетӗрпе çыхнă та – тăхлаччисем е тăванӗсем патне кайнă. Унтан каялла хăйсем патне хăнана илсе килнӗ. Хăнара юрăсăр пулман. Юррисем те тӗрлӗрен пулнă. Ырă сăмахпа каланă çавра юрăсем.
Аслă çул хӗрри чӗпӗ курăкӗ
Пичеври лашасем таптаççӗ.
Ай-хай ыр (пӗр) хăтаçăм, ыр (пӗр) тăхлаччăм,
Сире таври ялсенче мухтаççӗ.
Авалхи халăхсен уявӗ паянхи кунччен тăсăлни – пирӗн культура. Этем – çутçанталăкăн пӗр пайӗ, вăл ăна пăхăнса пурăннă, пурăнать те.
Сурхури çинчен пуçарнă калаçăвăн никӗсӗпе кăшăлӗ пулчӗ пулӗ тетӗп, анчах та «тăрри» те витӗнчӗ пулсан – аван пулнă пулӗччӗ тесе шутлатăп. Манăн асăмра юлнă пурнăçăн пӗр пӗчӗкçӗ пайӗ çакăн пек.
Василий СЕЛЕНДЕЕВ,
хисеплӗ таврапӗлÿçӗ.
Ульяновск облаçӗ,
Чăнлă районӗ,
Чăвашкасси ялӗ.
Редакци тата В. Уканеева архивӗсенчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев