Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СУРХУРИ ВӖРЕНТЕТ ТЕ, КАНТАРАТЬ ТЕ

Наратлăсем юмăç ячӗç, хăйсен шăпине пӗлчӗç

Чăваш халăх календарӗнче хӗллехи кун таврăннипе çыхăннă йăласем сахал мар, вӗсенчен пӗри – Сурхури. Çак вăхăтра юмăç пăхнă. Йăла ячӗ те çакăнпах çыхăннă – Сурăх ури (Сурхури). Хӗрсем пуçтарăнса çӗрле витене кӗрсе сурăхсене ураран тытнă – така урине тытакан хӗре çав çул качча кайма шăпа тухнă. Сурăх тытакан пикен вара тата çулталăк хӗр пулсах лармалла пулнă. Сурхури вырăссен Çветкипе январӗн 19-мӗшӗчченех (Кăшарниччен) пӗр вăхăтра пырать.

Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри ял библиотекин тата Культура çурчӗн ӗçченӗсем кăçал авалтан пыракан халăх йăлине халалласа «Сурхуринче юмăç пăхни» кану программи хатӗрлерӗç. Ял халăхне программăна ертсе пыракансем  Сурхури йăлин историне каласа пачӗç, унпа çыхăннă халăх каларăшӗсене, ваттисен сăмахӗсене аса илчӗç. Библио­текарь çак кун тӗлне ятарласа хатӗрленӗ «Çитрӗ, çитрӗ Сурхури» кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Çакна май куракансем чăваш фольклорне лайăх­рах пӗлекен пулчӗç.

Ку­ракансем сисмерӗç те, мăн аслашшӗсен вăхăтне лек­рӗç. Авал­хи чăваш вăййисене – «Шак-­шак-шакаюк», «Тăхăн тухъя­на» –  вы­лярӗç. Çуртапа та, кӗрпепе те, çӗрӗпе те юмăç пăхрӗç. Питӗ кă­­сăкланса вылярӗç хăнасем, уяв программи вӗçленнине те сисмерӗç. Хаваслă каç кашнин асӗнче юлчӗ.

Татьяна ДМИТРИЕВА, 

Наратлă ялӗн библиотекарӗ.

 Н.Федорова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев