Суту-илӳ те цифра технологийӗсем çине куçса пырать
Тутарстан бизнесменӗсем маркетплейссемпе 25 млрд тенкӗ ӗçлесе илнӗ
Маркетплейссенчи Тутарстан усламçисен шучӗ 32 000 çынран иртнӗ, вӗсен тупăшӗ пӗрремӗш çур çулта 25 миллиард тенке çитнӗ. Çакă республикăри селлерсен (интеренет-сутуçăсен) пӗлтӗрхитупăшӗпе танлашать. Çакăн çинчен Анат Камăра усламçăсем валли йӗркеленӗ интернетри суту-илӗве халалланă семинарта паллă пулнă.
Семинарта хуларан тата муниципаллă районтан 180 ытла çын хутшăннă. Экспертсемпе чӗннӗ спикерсем семинара килнисене электронлă суту-илӳ хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен каласа панă тата тавар сутассине еплерех ӳстермеллине вӗрентнӗ.
«Усламçăсем таварсене интернет урлă сутассипе кăсăкланнине çак сегмент экономика ӳсӗмӗн драйверӗ пулса тăнипе çыхăннă. 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, Тутарстанра регистрациленнӗ пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗсем маркетплейссенче хăйсен лавкисене уçнă», – тесе палăртнă «Центр электроннной торговли» АНО директорӗ Инесса Яруллина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев