«СУВАР» ÇЫРĂН ТА МАШИНА ВЫЛЯСА ИЛ
Çитес çул, 2023 çулта, пирӗн юратнă хаçатăмăр 30 çул тултарать. 1993 çултанпа «Сувар» Тутарстан чăвашӗсене çеç мар, ытти регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсене те пӗрлештерсе тăрать.
Çитес çул та хаçатăмăр юратнă вулакансене хавхалантарсах тăрӗ, нумай ырă кӗтменлӗхсемпе савăнтарӗ. Çавăнпа 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗнче те хаçатсăр ан юлăр, туссем. Малашне те пирӗн пӗрле пуласчӗ, çапла пуласса шанатпăр та.
Яланхи пекех хальхинче те хаçата çырăннисен хушшинче акци ирттеретпӗр. Пирӗн акцие хутшăнăр та хаклă парнеллӗ пулма васкăр!
Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен? «Сувара» 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăнмалла та квитанцине (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцине хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г.Казань, а/я 64 адреспа, е suvar@mail.ru электронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла.
«Сувар» çырăн та çӗвӗ машинки санăн! Хаçат 30 çул тултарнă ятпа тата ытти хаклă парнесем!» акцин положенийӗпе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать (октябрӗн 19-мӗшӗнче çӗнӗ хыпарсен ярăмӗнче пичетленӗ).
Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Чăваш пулар, пӗрле утар!
С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев