Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» çырăн та мини-печь выляса ил, хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн хăни пул!» акцие пӗтӗмлетрӗмӗр, çӗнтерӳçӗсем паллă

«Сувар» хаçата 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та мини-печь выляса ил, хаçатăн 30 çулхи юбилейӗн хăни пул!» акцие редакци ӗçченӗсем паян тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче пăхма пулать). Редакци парнисене камсем тивӗçрӗç-ха хальхинче? Паллаштаратпăр.

Чăваш çыравçисен кӗнекисем

Юрий Адъютантов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи) – Владимир Алмантайăн «Сувар-пулкарсен культури» кӗнеки;

Елена Статина (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет) – Геннадий Иванов-Орковăн «Т.Шаркован тӗррисемпе пуканисем» кӗнеки;

Алексей Елисеев (Аксу районӗ, Унтакшă) – Лев Кураковăн «Эпоха разума, гуманизма и чести. Письма сыну» кӗнеки;

Иван Титов (Спас районӗ, Пăлхар) – Мальвина Петрован «Пӗччен Хӗвел» кӗнеки;

Майя Назарова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – Людмила Ягодовăпа Ирина Михалован «Чăваш ачисен вăййисем» кӗнеки;

Е.Кузьмин (Çӗпрел районӗ, Пăрăнтăк станцийӗ) – Владимир Левуковăн «Пӗрре курса, ӗмӗр юратса» кӗнеки;

Клавдия Микушова (Çарăмсан районӗ, Лагерка) – Елена Алексеева-Аксупин «Кил умӗнчи лаша» кӗнеки;

Владимир Андреев (Аксу районӗ, Емелькино) – «Телей çăлтăрӗ» чăваш эстрада юррисен кӗнеки;

Людмила Сердцева (Çӗпрел районӗ, Упи) – «Алран алла» ярăмпа тухнă «Виççе пайланнă ӗмӗр» кӗнеке;

Ирина Тимофеева (Аксу районӗ, Çӗньял) – Петӗр Хусанкайăн «Таня» кӗнеки;

Владимир Никитин (Чистай) – Людмила Сачкован «Çиçӗмпе туслашни» кӗнеки;

Нина Чернова (Кайпăç районӗ, Кӳлпуç) – Владислав Николаевăн «Кăшăлвирус» кӗнеки;

Кузьма Максимов (Нурлат районӗ, Киклӗпуç) – Владислав Николаевăн «Кăшăлвирус» кӗнеки;

Зинаида Харитонова (Аксу районӗ, Сергеевский) – Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» кӗнеки;

А.Платонова (Пăва районӗ, Пӳркел) – Эльвира Кузнецован «Сăрьен ачи» кӗнеки;

Анатолий Иванов (Чăваш Ен, Вăрмар округӗ, Кӗтеснер) – Николай Сорокинăн «Свети, мой Млечный путь» кӗнеки;

Мария Соснова (Çарăмсан тайонӗ, Йăвашкел) – Александр Твардовскин «Василий Теркин» кӗнеки.

 

Чăвашла дисксем

Зоя Мензелина (Çарăмсан районӗ, Акрель) – «Ӗмӗр сакки сарлака» чăваш эстрада артисчӗсен пултарулăхӗ;

Кузьма Егоров (Çырчалли) – «Сысна пумилкки» камит;

П.Емельянов (Пăва районӗ, Чăваш Киштек) – «Ӗмӗр сакки сарлака» чăваш эстрада артисчӗсен пултарулăхӗ;

Светлана Ларионова (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрел) – «Ман паян улах пулать» фильм;

Анатолий Максимов (Çӗпрел районӗ, Чăваш Шемӗршел) – «Юхха» лрама.

 

Ытти парнесем

Светлана Чентаева (Çырчалли) – «Сувар» логотипӗллӗ бейсболка;

Клавдия Сергеева (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми) – «ТАТМЕДИА» логотипӗллӗ бейсболка;

Ухтияр Илюхин (Азнакай) – чăваш тӗрриллӗ футболка;

Валентина Игнатьева-Тарават (Ульяновск облаçӗ, Чăнлă районӗ, Аслă Нагаткин) – чăваш тӗрриллӗ футболка;

Валерий Тарасов (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – термокружка;

Петр Сорокин (Аксу районӗ) – икерчӗ пӗçермелли çатма;

Дмитрий Иванов (Аксу районӗ, Çӗньял) – кофемолка;

Виолетта Иванова (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет) – йогуртница;

 

Тӗп парне

Зинаида Степанова (Çырчалли) – мини-печь! Кунсăр пуçне Зинаида Ивановна «Сувар» хаçатăн 30 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă уявăн хисеплӗ хăни те пулӗ.

Пурне те саламлатпăр! Парнесене редакцие килсе илмелле.

Редакци.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев