Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçат Тури Лашчинче

Иртнӗ эрнекун редакци ӗçченӗсем Тури Лашчи шкулӗн ачисемпе тӗл пулчӗç


 
Пăва районӗнчи Чăваш Енпе чикӗленекен Тури Лашчи ялӗн шкулӗнче эпир пӗрре кăна пулман. Халӗ те шкул ачисемпе тӗл пулас тесе савăк кăмăлпа çула тухрăмăр. Хамăр килессине кӗçнерникун каçхине кăна пӗлтернине пăхмасăр, чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Лариса Анатольевна Андреева тăрăшнипе ачасем пӗчӗк концерт йӗркелеме те ӗлкӗрнӗ. Тăхтав вăхăтӗнче линейка пуçтарсах. 
Линейка умӗн салатнă «Сувар» хаçата ачасем кăсăклансах уçса ларни пӗрре савăнтарчӗ, теп­ре хурлантарчӗ. Килте хаçат выртсан ача уçса вулатех ӗнтӗ ăна, анчах ашшӗ-амăшне тăван чӗлхе кирлех мар пулас – çырăнмаççӗ.
Хальхи вăхăтра тӗп шкулта 43 ача вӗренет, вӗсем çывăхри 5 ялтан çӳреççӗ кунта. Чăвашӗ те, тутарӗ те пӗрлех. Апла пулсан та тап-таса чăвашла калаçакан ачасем пур-ха. Кунта ӗнтӗ Лариса Анатольевнăн тӳпи те пур-тăр, тăван чӗлхене хăйӗн методикипе вӗрентекенскер, ачасене кăсăклантарма пӗлет. Сăмах май, Л.А.Андреева тăван чӗлхепе иртекен республика мероприятийӗсене хастар хутшăнать. Ку шкулта вӗренекенсем «Сувар» хаçатăн конкурсӗсене пӗрре те хутшăнмасăр юлмаççӗ. 2-мӗш класра вӗренекен Раяз Нуриев, тӗслӗхрен, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă «Çӗнтерӳ юррисем» юрă конкурсӗнче 1– 4-мӗш классен хушшинче 3-мӗш вырăн йышăнчӗ. Питӗ хит­ре юрлать ача. Пире те хăй сассипе савăнтарчӗ. Кӗçӗн класри Вячеслав Сидоров анне çинчен сăввине интонаципе, кашни сăмахне чӗре витӗр кăларса каласа пани те питӗ килӗшрӗ. 7-мӗш класра вӗренекен Вера Петуховăна уйрăммăн палăртас килет. Питӗ хастар вăл. Хальхинче те акă вăрçă çинчен чăвашла çыр­нă хăйӗн сăввипе паллаштарчӗ пире.
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова шкул дирекцине, ачасене çакăн пек ăшшăн кӗтсе илнӗшӗн тав тунă май, ачасене ырă чунлă пулса юлмаллине, тăван чӗлхене юратмаллине каларӗ. Сăмах май, хăй вăл ача-пăча çыравçи. «Асра юлнă кунсем», «Тăлăх» кӗнекесен авторӗ. Çитес вăхăтра чăвашла-вырăсла çырнă тепӗр кӗнеки кун çути курмалла. 
Суварçăсем ку шкула килнӗ тепӗр сăлтав вăл – хаçатăн Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă ятарлă проекчӗпе кăларнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекепе паллаштарасси. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах «Сувар» хаçат вулакансене чăваш салтакӗсемпе волонтерсем çинчен каласа парать. Хăйсемпе тачă çыхăну тытать, 2024 çулта тухнă «Шурăмпуç» журналта салтаксен сăввисене те пичетлерӗ. Хаçат страницинче тухнă публикацисене пухса кӗнекен кăларчӗ. Кӗнекепе ачасене авторӗ Ирина Кузьмина паллаштарчӗ. СВОри салтаксен паттăрлăхӗ çинчен каласа панă май вăл ачасене тăван чӗлхене пӗлни çав тери кирлине каларӗ. Çапăçу хирӗнче салтаксене пулăшнине тӗслӗхсемпе çирӗплетрӗ. Сăмах май, ку шкултан вӗренсе тухнисем те СВОна хутшăнаççӗ. Вӗсен йышӗнче профессилле çар çыннисем те, конт­рактпа, тулли мар мобилизаципе кайнисем те пур. Захаровсен çемйинчен, тӗслӗхрен, пӗртăван пиччӗшӗпе шăллӗ, Станиславпа Владимир, неонацистсене хирӗç кӗрешет. Владимир контракчӗ вӗçленсен киле таврăннă пулсан, Станислав унтах-ха, вăл – офицер, танкист. Шел, çак сакăр çынран виççӗшне киле таврăнма пӳрмен. Вӗсенчен пӗрне, тулли мар мобилизаципе кайнă Владимир Владимирович Захарова асăнса шкулти юнармеецсен отрядне ун ятне пама йышăннă. 
«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке авторӗ ятарлă çар операцине хутшăнакансене ӗмӗр асра тытасси пирӗн кашнин тивӗçӗ пулнине аса илтерсе ачасене вӗсем çинчен сочинени-калавсем çырма чӗнсе каларӗ. Тин тухнă кӗнекене суварçăсем чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенне Лариса Анатольевна Андреевăна тата шкул библиотекине парнелерӗç.
Тăван чӗлхен кирлӗлӗхӗ пирки шкул директорӗ Ильсеяр Ирековна Шарафутдинова та каларӗ. Чăвашăн чăвашла, тутарăн тутарла пӗлмеллех. Паянхи самана этемрен темиçе чӗлхе пӗлнине ыйтать. Тӗрӗссипе, пирӗн асатте-асаннесем ӗлӗкрен виçӗ чӗлхепе (чăвашла, вырăсла, тутарла) çăмăллăнах хутшăннă-ха. Мӗншӗн паянхи атте-аннешӗн тăван чӗлхе кирлӗ маррине ăнлантарма çук. Ильсеяр Ирековна Германире пурăнакан тăванӗ унăн нумай чӗлхе пӗлсен те çулталăк каялла хăй тӗллӗн тутар чӗлхине вӗренме тытăннине, халӗ тутарлах çырса янине ачасене тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. 
Линейкăна вӗçлесе пурте пӗрле сăн ӳкерӗннӗ хыççăн ачасем урока васкарӗç. Çапла ăшпиллӗ те кăмăллă иртрӗ пӗчӗк туссемпе тӗлпулу пирӗн.
 
Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка 2026