Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çӗнӗ кӗнеки кун çути курчӗ

Пурнăç тӗрлӗ пăтăрмахпа, улшăнусемпе пуян. Малтанах кӗтменлӗхсем хăратаççӗ пек, çапах пурăна киле ырри те тупăнать иккен. Çакна Федор Гордеев пурнăçӗнчи лару-тăру уççăн кăтартса парать.

Ирина Федоровна Трифонова – çыравçă, куçаруçă, журналист, дизайнер. Вăл 1977 çулхи ака уйăхӗн 3-мӗшӗнче Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта вӗреннӗ (1984 – 1994), унтан Хусанти патшалăх педагогика университечӗн вырăс филологи факультетӗнче (1994 – 1999), Раççей Халăхсен хушшинчи туризм академийӗнче (2000 – 2003), Хусанти патшалăх технологи университечӗ çумӗнчи Раççейпе Италин «Стиль» шкулӗнче тумтир дизайнерӗн специальноçӗпе (2009 – 2010) аслă пӗлӳ илнӗ.

2019 çултанпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ. Ирина Трифонова – обществăлла деятель, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗн вӗренӳ енӗпе çумӗ (2016), ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ (2024). Унăн «Асра юлнă кунсем» (2003), «Тăлăх» (2021) кӗнекисем кун çути курнă. Çыравçă «Между Волгой и Уралом» литература конкурсӗнче «Чи вуланакан ача-пăча кӗнеки. Çулталăк авторӗ» (2004) номинацире çӗнтернӗ.

 Кам-ха вăл Федор Гордеев? Вăл – Ирина Трифонован «Письмо Олеси. Олеся панă çыру» ятлă çӗнӗ повеçӗнчи тӗп сăнар. Кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, вырăсларан чăвашла автор хăй куçарнă. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева.

«Олеся панă çыру» повесть вăтам классенче вӗренекенсен пурнăçӗпе паллаштарать. Хайлав Федор ятӗнчен пырать. Тӗп сăнарсем – Федор Гордеев, Юра Кузнецов тата Олеся Солнцева. Ӗç-пуç çапларах пуçланать. Пӗррехинче пурте каçхи апата пуçтарăнсан çемье пуçӗ хыпар пӗлтерет:«– ...Мана пысăкрах дожноçа куçараççӗ. Çавăнпа пирӗн куçса кайма тивет...»

Паллах, Федьăн хăнăхнă вырăнтан ниçта та каясси килмест. Кунта – шкул, тусӗсем пур, çурчӗ те самай хăтлă. Анчах аслисем ачасене итлесе тăраççӗ-ши? Çитменнине тата Иван Андреевич чылай çул çемьерен уйрăм пурăннă. Халӗ ак таврăннă та аслă ачине çирӗп тытма хăтланать.Кӗçех Федя Хусанти лицейра вӗренме пуçлать. 8-мӗш класс ачисем тантăшне сиввӗнрех йышăнаççӗ. Пӗр хӗрача çеç ăна ăшă кулăпа кӗтсе илет. Кӗçех вӗсем туслаш­са каяççӗ, Олеся (çапла чӗнеççӗ пикене) та каччă çине ăшшăн пăхнă пек туйăнать. Анчах хӗре пӗрле вӗренекен Юра Кузнецов та куç хывнă иккен. Олеся малтанах унпа ăшшăн калаçнă, кинона та пӗрле кайса килнӗ – кӗтмен çӗртен хӗрача унран пăрăнарах çӳреме пуçланă.

Солнцевăпа туслă пулнă май Федя ун пурнăçӗ пирки ытларах пӗлсе пырать, чиркӳре Владимир аттепе паллашать. Унăн канашӗсем качча пурнăç çине урăхларах пăхма, ыттисене хисеплеме, йывăрлăхсене тӳссе ирттерме вӗрентеççӗ. Кӗтмен çӗртен Олеся икӗ каччă пурнăçӗнчен те çухалать. Хуларан каяс умӗн Федор урлă Юра валли çыру парса хăварать.

«– ...Юра маншăн юлташран та çывăхрах, – Олеся теттене тата та хытăрах пăчăртарӗ.

– Кам вăл саншăн? – пăлханнипе ăш та хытса ларчӗ».

Мӗнле хурав пачӗ-ши хӗр тантăшӗ Федьăна? Тата ачасен тепӗр хут тӗл пулма май килӗ-ши? Çак ыйтусен хуравӗсене вулакан повеçпе паллашсан тупӗ.

Кӗнекене шкул ачисем валли тесе палăртнă, апла пулин те вăл аслă ӳсӗмри вулакансемшӗн те интереслӗ пулӗ, çемйи­пех сӳтсе явма та паха хайлав.

(Любовь ЛЕВАЦКАЯ. И.Трифонован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев