Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАРСĂР» ÇУНАТСĂР КАЙĂК ПЕК

Ытти чӗлхесемпе калаçакан халăхсем хушшинчи туслăха çирӗплетет

Хаçата мӗн тухма тытăннăранпах çырăнса илетӗп, унпа çыхăну тытма тăрăшатăп.

 

«Суварсăр» эпӗ хама çунатсăр кайăк пек туяттăм. Хаçат пире, чăваш халăхне, малашлăха çул кăтартса тăван чӗлхене юратма, хамăра хисеплесе ытти чӗлхепе калаçакансемпе пӗр тан пулма, хамăр историе тарăнрах пӗлме хистет, мăнаçлăх çуратать.

 «Сувар» хаçат урлă çӗршыв хыпарӗсене тăван чӗлхепе вуласа пӗлме питӗ кăмăллă. Тата ытти чӗлхесемпе калаçакан халăхсем хушшинчи туслăха çирӗплетет. Тăван çӗршыва юратассине ӳстерет. Чăваш чӗлхипе, чăваш культурипе пурнăç илемлӗ. 

Эпӗ 1942 çулта çуралнă, аслă пӗлӳллӗ вӗрентекен, чăваш чӗлхипе литературипе Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни вăтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ панă. Халӗ тивӗçлӗ канура. Хаçатри темăсемпе рубрикăсем питӗ килӗшеççӗ. Манăн заметкăсем нумай çул «Суварта» пичетленчӗç. Конкурс валли çырнă очерксем те вулакансем патне çитрӗç.

Çулăмсем пӗчӗк пулмасан та «Сувар» хаçатпа туслăха çухатас мар тетӗп-ха. Пенси укçипе пулсан та ял-йыша, ача садне хаçат çырăнса илме пулăшатăп. «Сувар» пире, республикăри чăваш халăхне, çунат хушса пачӗ. «Суварăн» ӗмӗрӗ вăрăм пултăр. Ӗмӗр-ӗмӗр янăратăр чăваш чӗлхи!

 

Лидия УГАХИНА.

Алексеевски районӗ,

Чăваш Майни. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев