Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАРТА» ПИЧЕТЛЕННӖ ПЬЕСА ФЕСТИВАЛЬТЕ ÇӖНТЕРНӖ

«Калуш кайрӗ Атăла...» спектакле Чăваш Енри Апаш халăх театрӗ сцена çине кăларнă

Ялти клубсем валли сцена çинче лартма 1998 çулта пьеса çырма пуçларăм. Хайлава «Калуш кайрӗ Атăла…» ятпа хăвартăм. 1998–2003 çулсенче Йӗпреç районӗнчи Çирӗклӗри драмкружок пайташӗсем ăна чылай вăхăт хушши ялсем тăрăх лартса çӳрерӗç, куракан хапăлласа, кăмăлласа йышăнчӗ.  Хăй вăхăтӗнче пьеса Геннадий Кузнецов (редакцире ӗçлет) поэтăн, критикăн, тишкерӳçӗн, журналистăн вичкӗн аллинче те пулса курчӗ: «Фарс-камит пулсан та ӗç-пуç паян пулнă пек курăнтăр», – терӗ вуласа тухнă хыççăн. Эпӗ Геннадий Кузнецова хамăн  вӗрентекен тесе шутлатăп.

 

2022 çулта пьесăна тӗппипех çырса пӗтертӗм. Унччен, вăл, сӗтел çинче  тусан пуçтарса выртман, кирли çинчен (сведенисем) пайăн-пайăн пӗр çӗре пуçтарăннă. Пӗлтӗр «Калуш кайрӗ Атăла…» пьеса Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçатӗнче (авторӗ Альбина Назарова тесе палăртнăччӗ. – Ред.) пичетленсе тухрӗ. Кăçал вара ку спектакль сцена çине тухрӗ. 

Иртнӗ эрнере, тӗрӗсрех каласан пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, СССР халӑх артисчӗ Б.Алексеев ячӗллӗ Апаш халăх театрӗ Йӗпреç муниципаллă округӗнчи Пучинке Культура çуртӗнче театрсен республика шайӗнче иртнӗ II конкурс-фестивальне «Калуш кайрӗ Атăла…»  камитпе хутшӑнчӗ. Режиссерӗ – ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ О.А.Ерилеева.

Фестиваль тӗлӗнмелле лайӑх иртрӗ: вӗр-çӗнӗ Культура керменӗ, пултаруллӑ ертӳçӗсем, туп-тулли зал, сумлӑ жюри, тараватлӑ спонсорсем, куракансем – тӗлӗнмелле ӑшӑ кӑмӑллӑ çынсем... Зал лӑк тулли. Апаш халӑх театрӗн спектаклӗ II вырӑна тивӗçрӗ. Çак халӑх теат­рӗн артисчӗсем Елена Смородиновăпа Владислав Кириллов «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» тата «Чи лайӑх арçын ролӗ» номинацисенче çӗнтерчӗç.

– Питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ сирӗн премьерӑна курма, тата мӗн пулать-ши тесе кӗтсе кулса куртăм. Тавтапуç тӗлӗнмелле маттур автора, чаплӑран та чап­лӑ, чӑнкӑ артистсене. Таймапуç! – терӗ Светлана Васильева куракан.

– Спектакль кӑмӑла кайрӗ. Эпӗ ахӑлтатса кулсах лартӑм. Пурнӑçра куллен пулса иртекен пулӑмсене шахвӑртса кӑтартнӑ. Хресчен пурнӑçне майлӑ кӑтартма пултарчӗç артистсем. Юрату теми те хӑйне валли вырӑн тупнӑ. Шухăша яракан самант та пур, кулмалли те. Хальхи пурнӑçа чаплӑ сӑнарланӑ, – ку Олеся Ракова педагогăн шухăшӗ.

Çакăн пек ăшă та хӗрӳ сăмахсем пьеса авторӗшӗн – пысăк чыс. Халăх театрӗ çак пьесăна лартма хăй çине явап илсе ӗçе кӳлӗнни те пысăк хисеп. 

Апла пулсан пӗтӗмлетӳ сăмахне çакăн пек калама пулать: «Калуш кайрӗ Атăла…»   фарс-камит тимӗре хӗртсе туптанă пекех тимӗрç лаççинчен туптанса тухрӗ.

 

Алина АХВЕРИНА. 

Чăваш Ен, Йӗпреç муниципаллă округӗ, Çирӗклӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев