СВО ветеранӗсем хисеплӗ хăнасем пулӗç
Апрелӗн 19-мӗшӗнче Хусанта «Во имя жизни» музыка фестивалӗ гала-концертпа уçăлать. Фестиваль виççӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗш хут «Во имя жизни» Сочире 2022 çулта иртнӗ. Ун чухне фестивале СССР халăх артисткин Александра Пахмутова композиторăн творчествине халалланă. 2023 çулхи ноябрь уйăхӗнче Сергей Рахманиновăн 150 çулхи юбилейӗпе çыхăнтарнă мероприятие. Пӗлтӗр Раççейри Çемье çулталăкне халалланă.
Кăçал III музыка фестивалӗ Санкт-Петербургра, Владикавказра, Краснодарта, Новороссийскра тата Сочире иртет. Хусанта гала-концертпа уçăлать, Краснодарта вӗçленет.
Кăçал фестивале Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнине халалланă. Проектăн илемлӗх ертӳçи, генеральнăй продюсерӗ – «Классика XXI» Тăван çӗршыв искусствин Культура Фончӗн генеральнăй директорӗ, культура енӗпе виçӗ хутчен Президент грантне илме тивӗçнӗ хор дирижерӗ Алексей Пугачев.
Алексей Александрович хăй те килчӗ Хусана, журналистсемпе тӗл пулчӗ. Гала-концертăн тӗп геройӗ – Раççей Çарӗн А.В.Александров ячӗллӗ икӗ хутчен Хӗрлӗ Ялавлă академи юрăпа ташă ансамблӗ. Хусанти искусство шкулӗсенче вӗренекен коллективсемпе солистсем те хутшăнаççӗ концерта.
Халиччен çак легендарлă коллектив Хусанта виçӗ хутчен кăна пулнă. Унăн юрри-ташшине курнисем халӗ те астăваççӗ-тӗр. Апрелӗн 19-мӗшӗнче А.В.Александров ячӗллӗ ансамблӗн артисчӗсене итлес, курас текенсем йышлă пулӗç. Çакна пӗлсе пулӗ, икӗ уйрăмран тăракан концерта пӗр кунра икӗ хут – 14.00 тата 18.30 сехетсенче – кăтартаççӗ.
Пресс-конференцие видеоçыхăнупа ансамблӗн тӗп дирижерӗ Николай Кириллов хутшăнчӗ. Кӗскен концерт программипе паллаштарчӗ, ансамбль çинчен каласа пачӗ. Ансамбль виçӗ подразделенирен тăрать: юрлакансем, ташлакансем тата оркестр. 130 çын Хусана килет. Вырăнти юрă-ташă ăстисемпе сцена çине 300 ытла артист тухать. Николай Николаевич ансамбль халь тăрăшсах тутар халăх юррине вӗренме репетицисем ирттернине пӗлтерчӗ (пур ансамблӗн çакăн пек ырă йăла – мӗнле региона каяççӗ, çав регионти титуллă наци халăх юррине юрлаççӗ), анчах мӗнле юрă суйласа илнине каламарӗ.
Артистсем тӳлевсӗр мастер-классем ирттересси – фестивалӗн ырă йăлисенчен пӗри.
Концертсене ятарлă çар операцине хутшăннисене хисеплӗ хăна пек йыхравласа чӗнеççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев