Тутарстан СВО зонине тепӗр 8 пуç лаша ăсатрӗ
Ятарлă çар операцийӗн зонинче лашасем территорисене патрульлеме кирлӗ. Мӗншӗн тесен пур çӗре те машина кӗреймест, пур çӗрте те çул та çук.
Апрелӗн 30-мӗшӗнче Хусанти ипподромран ятарлă çар операцийӗн зонине черетлӗ парти лаша ăсатнă. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров каланă тăрăх, пӗрремӗш парти кăçал февраль уйăхӗнче кайнă. Ун чухне те, халӗ те 8-шар пуç. Чăтăмлă, вăйлă лашасем вӗсем. Чи кирли – вăрăм çула лайăх чăтса ирттереççӗ, СВО зонинче кунне 70-80-шар километртан кая мар утаççӗ.
«Çакăн пек чӗрӗ груз йӗркелеме пулăшакансене пурне те тав»,– тенӗ министр М.Зяббаров лашасене ятарлă çар операцине ăсатма килсен. Кунсăр пуçне СВО салтакӗсемпе хăйсемпе те тӗл пулнă вăл, Тăван çӗршыва хӳтӗленӗшӗн тав тунă май сывлăхпа ăнăçу суннине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
(Сăнӳкерчӗксем ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев