Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сыхлăх пирки мӗншӗн манатпăр-ши?

2023 çулхи çулла шăрăх пулчӗ. Халăх май уйăхӗнчех çырма-кӳлле шыва кӗме çӳрерӗ. Шыва кӗрес килет-тӗк хăшӗ-пӗри юраман вырăнне те пăхмасть вӗт. Акă Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи 2023 çулхи майăн 19-мӗшӗнче ял хутлăхне кӗрекен çырма-çатрара шыва кӗме юраманни пирки постановлени кăларнă.

Çавна шута илмесӗр, 2023 çулхи июлӗн 28-мӗшӗнче кăнтăрла иртсен М. гражданин пӗрле пурăнакан хӗрарăмăн тăванӗсен ачисене — икӗ хӗрачана — тата унăн пӗчӗк ывăлне ертсе çырма хӗррине кайнă. Ачасем ишме пӗлменнине аван ăнкарнă вăл, çапах та вӗсене çăлăнмалли жилетпа та, ункăпа та тивӗçтермен. Çырма хӗррине çитсен вӗрсе хăпартнă матраса (вăл шывра ишмелли те пулман) шыв çине пăрахнă, ун çине ачасене лартнă. Çитменнине хăй те матрас çине хăпарса ларнă та çыранран 10 метртан кая мар шалалла, 5 метртан кая мар тарăн çӗрелле ишсе кайнă. 


Унтан М. гражданин вӗрсе хăпартнă матраса енчен енне суллантарма пуçланă — пӗрре сылтăм енчен çӗкленӗ, тепре сулахай енчен. Çитӗннӗ çын çапла хăтланнăран матрас çинчи ачасем шыва ӳкнӗ. Çул çитмен хӗрача, ишме пӗлменрен, çăлакан жилет е ункă пулманран çак лару-тăрура хăйне пулăшма пултарайман, шыв çăтнăран сывлайми пулнă та анса кайнă. 


Тепӗр çул çитмен хӗрача та ишме пӗлмен, ун та çăлакан жилет е ункă пулман, шыв çăтса тăнне çухатнă та путма пуçланă. Ăна М. гражданин шывран туртса кăларса пулăшу парса тăна кӗме пулăшнă. 


Суд М. гражданин асăрханусăрлăхне пула 2009 çулта çуралнă хӗрача путса вилнине, ун хăтланăвӗсене пула 2005 çулта çуралнă хӗр сывлăхне самай пысăк сиен кӳнине палăртнă. 


Çӗнӗ çул умӗн Аксу район сучӗ М. гражданин тӗлӗшпе пуçарнă уголовнăй ӗçе пăхса тухнă та ăна РФ Уголовнăй кодексӗн 118-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче, 109-мӗш статьян 1-мӗш пайӗнче калакан преступленисене тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Ăна 2 çула тӗрлӗ чарусем палăртса ирӗкрен хăтарнă. 

 

Валентина ПЕТРОВА,


Аксу район сучӗн пресс-секретарӗ. 


 Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: из зала суда