Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тăхăрьял шăпчăкӗ» Тăхăрьялта пулмасть

Пăвасен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурсӗ хальхинче апрелӗн 29-мӗшӗнче Альшихре иртет.

Пăва тăрăхӗнче йăлана кӗнӗ «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрă конкурсӗ çуллен вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăннă вăхăтра пулать. Аса илтеретпӗр, Элшел шкул директорӗ  Владимир Афанасьев пуçарнипе районта вăл  2005 çултанпа иртет.  Хăйӗн йăли те пур тăхăрьялсен – конкурса пӗр-пӗр ял çумне «çыхса» хуманни.  Çӗнтерӳçӗ районти чи лайăх чăваш юрăçин ятне тивӗçнисӗр пуçне тăван ялӗ çитес çул «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурса хăй патӗнче йышăнать.   

Пăвасем кăçал та йăлана пăсмарӗç, черетлӗ «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс хальхинче апрелӗн 29-мӗшӗнче Альшихре иртет. Кăнтăрла 12.00 сехетре пуçланать. Чăн та, ку ял Тăхăрьял шутне кӗмест. Тепӗр тесен, пӗлтерӗшлех те мар ку. Чи кирли – тăван культурăна аталантарасси. (Кӗ Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев