Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тата 80 пин тӗп йывăç лартмалли кăна юлнă

«Сад памяти» халăхсен хушшинчи проект. Унăн тӗллевӗ – Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнӗ 27 миллион çынна асăнса 27 миллион тӗп йывăç лартасси.

Çӳлту районӗнче халăхсен хушшинчи шайра пурнăçланакан «Сад памяти» акци иртрӗ паян. Вăрманçăсемпе волонтерсем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса 4 пин тӗп йывăç лартрӗç. ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин вăрман ӗрчетессипе уйрăмӗн пуçлăхӗ Тимур Галиев акцие хутшăнакансене йывăçсене хăйсен кукашшӗ-аслашшӗсене асăнса лартма сӗнчӗ. 

Йывăçсене коронавирус лару-тăрăвӗнче лартнине шута илсе тӗпсене икшерӗн кăна лартма юранине пӗлтерчӗç. Вăхăт нумай та иртмерӗ уйăрса панă лаптăк çамрăк хырсен тӗпӗсемпе тулса ларчӗ. 

Тутарстанра вăрçăран таврăнманнисене халалласа пурӗ 483 пин тӗп лартма палăртнă. Паяна 23 вăрман хуçалăхӗнче  403-шне лартнă та ӗнтӗ. 

«Сад памяти» халăхсен хушшинчи проект. Унăн тӗллевӗ – Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнӗ 27 миллион çынна асăнса 27 миллион тӗп йывăç лартасси. Акци мартăн 18-мӗшӗнче пуçланнă та июнӗн 22-мӗшӗччен пырать. Акцие хуть те кам та хутшăнаять. Килти пахчара йывăç лартмалла та сăнӳкерчӗк туса  #СадПамятиДома хештегпа социаллă сетьсенче вырнаçтармалла. Çавăн пекех хăвăр лартнă йывăçа акцин официаллă сайтӗнчи (https://садпамяти2020.рф.) интерактивлă карта çинче палăртма пулать.  

В.Васильев сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: победа