Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине халалланă конкурса хуть кам та хутшăнма пултарать

Тутарстанра пурăнакансем çулсерен иртекен «Герои Великой Победы» конкурса хутшăнма пулатраççӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агентстви. Кăçал вăл 10-мӗш хут иртет.

Йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх, заявкăсене майăн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ. 


Конкурса хуть кам та хутшăнма пултарать. Кăмăл пуррисен хăйсен 1941 — 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине халалланă литература хайлавӗсене, ӳкерчӗкӗсене, юррисене, сăнӳкерчӗкӗсене конкурса тăратмалла. 


Конкурсра çакăн пек номинацисем палăртнă: «Проза. Поэзия. Публицистика (аслисем)»; «Проба пера (ачасен пултарулăхӗ 18 çула çитиччен); «Рисунок»; «Песня (авторăн оригинал текстне çеç йышăнаççӗ)»; «Фотография».


Заявкăсене мӗнле адреспа ярса памалли тата конкурс пирки тӗплӗнрех асăннă проектăн героивеликойпобеды. рф сайтӗнче пӗлме пулать. 


Хутшăнакансене сертификат, призерсемпе лауреатсене дипломсем параççӗ. Конкурс Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗ, Оборона, Çутӗç, Культура министерствисем, Раççей патшалăх библиотеки тата «Не секретно» издательство çурчӗ тӗрев панипе иртет.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев