Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕАТРТИ ÇЫРЧАЛЛИ КУНӖ

Тунтикун, сентябрӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче «Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» конкурсăн витӗмӗпе Çырчаллин Культура кунӗ иртрӗ.

Культура кунӗ фойерех пуçланнă. Кунта тӗрлӗ тематикăпа ӗçлекен интерактивлă площадкăсем хăйсем патне илӗртрӗç куракана. Пач пӗлмен, ют çынсене сайра тӗл пулатăн кун пек мероприятисенче. Тӗслӗхрен, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Светлана Захарова çырчаллисем патне чун хушнипе килнӗ – вăл çак хулара çуралса ӳснӗ. 

Хула ӗмӗрӗпе илсен Çырчалли çамрăк – 1930 çулхи авгус­тăн 10-мӗшӗнче Çырчалли ялне хула статусне панă. Совет Союзӗнчи пысăк «КамАЗ» стройкăна пула – хула питӗ хăвăрт ӳссе кайнă. СССРăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тӗрлӗ наци çынни пуçтарăннă унта. 2021 çулта иртнӗ çыравпа хулара 548 434 çын пурăнать.  Кашни нацин хăйӗн йăли-йӗрки, апат-çимӗçӗ, кăмăл-сипечӗ. Чăвашсем те йышлă, халăх шучӗпе виççӗмӗш вырăн йышăнаççӗ. Çакна эпир Камал театрӗнче иртнӗ культура кунӗнче те курма пултартăмăр, наци апачӗсене астив­се пăхма май пулчӗ.  

Г.М.Хакимова ячӗллӗ картинăсен галерейи Тутарстан Рес­публикинче тата Çырчаллинче пурăнакан ӳнерçӗсен ӗçӗсенчен курав йӗркеленӗ. Экспозици тематикине кура виçӗ пайран тăрать: «Чаллă – Тутарстан мухтавӗ», кунта «КамАЗ» ПАО ӗçӗ-хӗлӗпе, çитӗнӗвӗсемпе çыхăннă картинăсем, сăнӳкерчӗксем, вымпелсемпе кубоксем; иккӗмӗш пайӗ «Нумай сăнлă Чаллă» Çырчалли нумай нациллӗ хула пулнине аса илтерет,  «Этнос тата Атăлçи халăхӗсен культури» фотокурав, вырăс тата тутар халăхӗсен пурнăçне сăнлакан этнозона йӗркеленӗ. Виççӗмӗш экспозицине «Истори страницисене уçатпăр» ят панă. Упранса юлнă документсем, сăнӳкерчӗксем хула историйӗ çинчен калаççӗ. 

2000 çултанпа Çырчаллинче «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх Çурчӗ ӗçлет. Тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăннинче унăн тӳпи пысăк. Культура кунне «Çăлкуç» ал ăстисен куравне йӗркеленӗ тата наци йăлисемпе те паллаштарнă. Нимӗç, пушкăрт, чăваш, мари, армян, лезгин тата осетин халăхӗсен туй йăлисене интересленсех пăхрӗç куракансем.

Культура кунӗсенчен Çырчалли хулин тӗп библиотеки те айк­кинче юлман, «Çырчалли литератури» ятлă курав йӗркеленӗ. Хулари çыравçăсемпе, поэтсемпе тӗл пулнисӗр пуçне кунта хулан литература карттине те тӗпчеме пулать, кӗнекесенчен ăсталанă инсталляци те хăйне евӗрлӗхӗпе тыткăнлать. 

Каçхине ултă сехетре хулари пултарулăх ушкăнӗсем, уйрăм юрăçсем, музыкантсем, Тутарстанăн паллă артисчӗсем концертпа савăнтарчӗç.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Е.Кондюкован «ВКонтакте» страницинчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев