Теччӗ чăвашӗсем малалла ӗçлеме план турӗç
Нумай пулмасть Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ 2025 çулти ӗçсене пӗтӗмлетес шухăшпа лару ирттерчӗ. Унта общество ӗçне хастар кӳлӗнекенсем хутшăнчӗç. Йӗркелекенӗ вара автономие нумай çул хушши ертсе пыракан Володар Аркадьевич Тимофеев пулчӗ.
Малтанах Теччӗ районӗнчи ЧНКА 2025 çулта туса ирттернӗ ӗçсем çинчен Володар Аркадьевич хăй каласа пачӗ, пурне те Çӗнӗ çулпа тата Раштавпа саламларӗ, сывлăх, телей, ăнăçу сунчӗ, мероприятисене малашне те хастар хутшăнма сӗнчӗ.
Унтан Альбина Анатольевна Харитонова сăмах илчӗ. Вăл ЧНКА пайташӗсемпе пӗрле 2026 çулăн планӗсене сӳтсе яврӗ.
Шкул ачисемпе ирттернӗ мероприятисем çинчен Алена Николаевна Торгашова тӗплӗн каласа пачӗ. Ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене ачасем çырусем çырса тав тунине, хавхалантарнине пӗлтерчӗ. 2025 çулхи ака уйăхӗн 11-мӗшӗнче Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта «Эпир маттур ачасем» ăмăрту ирттернӗ. Сăмах май каласан, ку мероприяти виççӗмӗш хутчен иртнӗ. Ăна 2023 çулта Аслă Ăнăри шкулта, 2024 çулта Çармăсра ирттернӗ. Кăçал вара Пăхăрçă шкулӗнче ирттермелле ку ăмартăва. Ытти çул Теччӗри ЧНКА пайташӗсем унта хутшăнман пулсан, кăçал вара Володар Аркадьевич хутшăнма сăмах пачӗ.
Пуху çӳллӗ шайра иртрӗ, пурне те пысăк тав сăмахӗ калас килет.
Алена ТОРГАШОВА.
Теччӗ районӗ, Пухтел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев