Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕКСТ яланхи пек пысăк, кăсăк

Ноябрĕн 6 – 9-мĕшĕсенче ТР Наци библиотекинче «ТЕКСТ» юбилейлӑ кӗнеке фестивалӗ ĕçлет

 

 Кăçал пиллĕкмĕш хут иртекен пысăк форумăн ĕçне  учреждени 160 ҫул тултарнипе çыхăнтарнă. Мероприяти кӗнеке тӗпчевҫи Абрар Каримуллин ӑсчаха халалланӑ курава уҫнипе пуçланчĕ. А.Каримуллин, ТР Наукӑсен академийӗн академикӗ, филологи наукисен докторӗ, тутар пичет кӗнекин историне пӗрремӗш тӗпчекенӗ тата тутар кӗнекин историйӗн тӑватӑ монографи авторӗ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, тутарла кӗнекесем упранакан мӗнпур библиотекӑпа, уйрӑмах Наци библиотекипе, тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Аслă вăрçă ветеранĕ хӑйӗн ĕҫне ТР НБ-ра 1991 ҫулта наука консультанчӗ пулса пуҫланӑ. Вӑл студентсен хушшинче библиотекӑпа библиографи пӗлӗвӗсене сарас енӗпе хастар ӗҫленӗ, статьясем пичетленӗ.

Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнчи мероприятисене паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш хутри холра ноябрӗн 6-мӗшӗнче Каримуллинӑн мемориал пӳлӗмӗнче документсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Экспонатсен хушшинче академикӑн харпӑр япалисем: вăрçă хирĕнче илсе пынă кун кĕнекисем, ҫапӑҫусенче хастарлăх кăтартнăшăн панă наградăсем, паллӑ ăсчахсенчен илнĕ ҫырусем, ҫав шутра Лев Николаевич Гумилевӑн ҫырӑвӗсем тата ытти харпăр япаласем.

А.Г. Каримуллин академик 2000 ҫулхи сентябрĕн 18-мӗшӗнче 75 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Наци библиотеки ăсчах архивĕн еткерçи пулса тăнă, А.Г. Каримуллинăн мемориал пÿлĕм-музейне уçнă. Çавăнта упранать те академикăн архивĕ.

Тăватă куна пыракан фестивалĕн программи питĕ анлă. Паян ун витĕмĕпе иртекен регионсен хушшинчи библиотекарьсен форумĕнче «Код доступа» ТР культура министрĕн çумĕ Данил Натфуллин форума килнисене саламларĕ. Кĕнеке ачана çын пулса ÿсме май паракан тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Раççей патшалăх библиотекин генеральнăй директорĕ, Раççей библиотека ассоциацийĕн президенчĕ Вадим Дуда видеоçыхăну урлă пухăннисене саламларĕ.

Спикерсем форумра библиотекăсенче цифра трансформацине ирттересси пирки канашларĕç, библиотека проекчĕсен «Успех» конкурсĕнче çĕнтернисене наградăларĕç. Кăçал конкурса Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине  тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халалланă.

Фестиваль уçăлнăранпах пĕрремĕш хутри фойере кĕнеке ярмаркки ĕçлет. «Миф» издательство хăй кăларнă кĕнекесене хакне ÿстермесĕрех сутать. Кĕнекесем хурса тухнă сĕтелсенчен пĕрин çинче Алексей Александоровăн чăваш мифологине тĕпчесе çырнă кĕнекине куртăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен ярмарккара тĕнчери халăхсен мифологийсене  анлă кăтартнă. Паллах, Раççей, ют çĕршыв авторĕсен – классиксем, хальхи вăхăтрисем - кĕнекисем те пулчĕç.

Фестиваль витĕмĕпе мастер-классем иртеççĕ, куравсем уçăлаççĕ. Фестивальте ачасене пысăк тимлĕх уйăрнине асăрхама кăмăллă. Тĕслĕхрен, комикссен куравĕ е тата çула çитменнисем валли  «Тень – тоже ты. Принять себя целиком, а не только «хорошие» части»(авторĕ А.Каримова).

автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль