Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Телефонсене чăвашла çыртаратпăр

Çӗнӗ телефонсенче клавиатурăри «а», «е», «у», «с» çине кирлинчен ытларах пусса тăрсан – чăвашла çырма пулать.

Вячеслав Христофоровăн Çырчаллинчи концертӗнче эпӗ те сцена çине тухрăм. Куракансене смартфонпа мӗнлерех чăвашла çырма пулнине каласа парас килчӗ. Хăшӗ-пӗри пиртен пӗлмест те, çӗнӗрех телефонсенче клавиатурăри «а» çине нумай пусса тăрсан «ă» тухнине, «ӗ»-пе те, «ӳ»-пе те çапларах.
Киввисенче ун пек функци пулмасса пултарать. Кунта акăлчан клавиатури çине куçсан тупма пулать чăваш саспаллийӗсене: çапла а,е,у,с çине кирлинчен ытларах пусса тăрсан – эсир чăвашла çырма пултаратăр. Çакă хамăр чӗлхене малашне те упрамалли, çыхăнура усă курмалли ансат меслет. Мӗншӗн тесен юрă-ташăпа пӗрле халăха тăван чӗлхе те пӗрлештерсе-чăмăртаса тăрать.Нумайăшӗ тав турӗç антрактра, çитес çур çул валли «Сувар» хаçата çырăнчӗç.
Хамăр чӗлхепе пур çӗрте те усă курсан (çав шутра кӗсьери телефонсенче те) вăл нихăçан та пӗтмест. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши