Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕЛЕЙЛӖ ЭЛМЕТСЕМ ХУСАНТА ПУЛЧӖÇ

Майăн 25-мӗшӗнче Хусанти «Сайдаш» культура центрӗнче Элмет районӗпе паллашрӗç хусансем

Район «Тутарстан культурин тӗп хули» конкурса хутшăннипе çыхăннă тӗлпулу. Элметсем хăйсен культура программине «Эпӗ телей суйласа илетӗп» ят панă. «Телелейлӗ Элмет» уяв конценртне Тутарстанра Наци культурисен тата йăлисен çулталăкӗ пулнине халалланă. Элмет хулипе районӗнчен умай наци çыннисем – тутар, вырăс, чăваш, мордва –туслăн пурăннине «Элмет – телей пӗрлӗхре» тесе ăнлантараççӗ йӗркелӳçӗсем.Культура центрӗ умӗнченех юрă ташăпа кӗтсе илчӗç хăнасене. Йӗркелӳ ӗçне районти чăваш ялӗсенче пурăнакансем хастар хутшăннă. Клемтелӗнчен Екатерина Туктамышева ертсе пыракан «Асамат» халăх фольклор ушкăнӗ чăваш юррисене шăрантарчӗ. Людмила Савастьянова ертсе пыракан «Çеçпӗл» халăх фольклор ансамблӗ те кунтах. Сиреньелӗнчи Людмила Михайловна Макаровăпа Елена Ананьевна Тихонова кукăльсем-хуплусем сӗтел çине лартса тухнă, чăваш халăх тумӗ-юмӗпе паллаштарма та хавас вӗсем. Патраклăсем чăваш хресченӗн пӳрт ăшне хăтлă тунă. 

Ятарласа Хусана килме хатӗрленӗ куравра районта пурăнакан ытти халăхсен наци кухнине тутанса пăхма, интерактивлă площадкăсенче нацисемпе çывăхрах паллашма май пулчӗ. Элметре ӗçлекен производительсен куравӗ те çакăнтах. Курма пыракансене кăсăклантаракан чылай япала кӳрсе килнӗ вӗсем. 

Мастер-классене «Телей формули» ятпа пӗр площадкăна пуçтарнă. Ал ӗçӗпе кăсăкланакансене хапăлласах хăйсен опычӗпе паллаштараççӗ ăстаçăсем. Мастер-классенче тӗрӗ тӗрлеме вӗрентрӗç Элмет районӗнчи ентешсем. Татьяна Миннуллина, Валентина Исакова тата Наталья Васильева кашни интересленекене чăваш тӗррин вăрттăнлăхӗ çинчен тӗплӗн каласа пачӗç, йӗппе тытма вӗрентрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев