Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тепӗр чăваша çухатрăмăр...

Сирири Хмеймим авиабазăна таврăннă чух персе ӳкернӗ Ил-20 самолетра Канаш хулинчи чăваш каччи те пулнă.

Шел пулин те,  çӗршывра е çӗршыв çыннисемпе пулнă пӗр пысăк трагеди (Мускаври Норд-Ост, «Курск» шыв ай карапӗ, халӗ тата Сирири самолетсем...) те чăвашсăр иртмест.

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Сирире пулнă трагедире те акă, тепӗр чăваш ачине çухатрăмăр. Аса илтеретпӗр, çав кун каçхине 23 сехет тӗлӗнче Вăтаçӗр тинӗс çийӗн Сирири Хмеймим авиабазăна таврăннă чух Ил-20 Раççей разведчик-самолетне персе антарнă. Самолетри пирӗн 15 çар çынни вилнӗ. Вӗсен йышӗнче Чăваш Енри Канаш хулинчи чăваш каччи 34-ри Григорий Зиновьев та пулни паллă.

Г.Зиновьев Канашри педколледжран, Шупашкарти И.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнă. 2008 çулта Канашри çар комиссариатӗнчен çара кайнă. Çулталăкран контрактпа çарта юлнă.

Чăваш каччин пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă май Тутарстан чăвашӗсем эпир те тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. ( Зиновьевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев