Тепӗр Питравччен ырă-сывă пурăнар
Çӗнӗ хыпарсем

Тепӗр Питравччен ырă-сывă пурăнар

Питрав – чи сӑваплӑ уявсенчен пӗри. Çак кун çурхи вӑййа ӑсатнӑ. Питрав хыççăн уявсем чарăннă, карталанса юрлама, çӗрӗпе вӑйӑ выляма тек тухман. Чӑваш хресченӗ Питравра мунча хутса кӗнӗ, тасалса тухнӑ, 7 тӗрлӗ курӑк шывӗпе çӑвӑннӑ.

Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче çак йӑлана манман-ха. Урама така ашӗпе пӗçернӗ хуплу илсе тухсан аслисем кӗлӗ вуларӗç. Çӳлти Турӑран тепӗр Питрава тасалӑхпа-сывлӑхпа кӗтсе илме, çутӑ тӗнчере савӑнса, тӑнӑçлӑ пурнӑçпа пурӑнма ыйтрӗç. Унтан хуплу йӗри-тавра çаврӑнса кăçал юлашки хут карта юрри юрларӗç. 

Людмила САВАСТЬЯНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 


Нет комментариев