Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимлӗ пулăр – ултаççӗ!

Шулӗксем ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тăванӗсене улталамалли ятарлă схема шутласа тупнине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Социаллă сетьсенче е паллашу сайчӗсенче çак категорири граждансене шыраса тупса вӗсемпе медицина сестрисем, волонтерсем пек паллашаççӗ те «Единая Россия» парти СВОна хутшăннисене пӗр хутчен тӳлев парать тесе суя хыпар пӗлтереççӗ. Кун валли салтака е унăн тăванӗсене Android çине приложени уçласа лартма сӗнеççӗ. Троян вирусӗллӗ приложени хайхин контакчӗсемпе SMS-не курма ирӗк пама ыйтнисӗр пуçне ятарлă сайтра харпăр даннăйӗсене çырма та хистет. Шулӗксен кун хыççăн хайхин банкри шучӗ çинчи мӗнпур укçине вăрласси кăна юлать. Тутарстанра çак схемăпа сахалтан та 230 çын улталанса пӗтӗмпе 13 миллион тенкӗ укçа çухатнă. 

Сӗнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники