Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимлӗх пӗрремӗш вырӑнта пулмалла

Ал-урана пуҫтарса ӗлкӗреймесӗр нумайӑшӗ ҫурӑм, мӑй шӑммисене хускатаҫҫӗ е хуҫаҫҫӗ

Ача-пӑча травматизмӗ чи ҫивӗч социаллӑ проблемӑна ҫаврӑнса пырать. Мӗншӗн тесен ачасем суйласа илекен хальхи вылямалли хатӗрсем пӗрре те хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермеҫҫӗ. Чи хӑрушӑ мар вӑйӑ – компьютер умӗнче ларни пулса тухать. Анчах кунта та кӑмӑлсӑр кӗтменлӗхсемсӗр мар.
"Татар-информ" агентствора иртнӗ пресс-конференцире ҫӑлавҫӑсем тата медицина ӗҫченӗсем ачасене мӗнрен сыхламалли ҫинчен каласа пачӗҫ.
Наушниксем.
Мӗнпе хӑрушӑ-ха ҫак хатӗр? Килте, пӳлӗмре хӑрушӑ мар, анчах ача урамра наушник тӑхӑнса юрӑ итлесе пырать пулсан – йӗри-таврари сасса вӑл илтмест. Хыҫалтан сасӑпа пыракан транспорта асӑрхамасть. Уйрӑмах ҫул урлӑ каҫнӑ чухне аманаҫҫӗ наушник тӑхӑннӑ ачасем.
Велосипед.
Хальхи йышши ту велосипечӗсен рулӗсене тӳрӗ тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем авари пулас пулсан ҫыннӑн кӑкӑр шӑммисене хуҫма, пӗверне ҫурма пултараҫҫӗ. ДРКБра кун пек тӗслӗхсем нумай. Велосипедистсем те ытларах ҫул урлӑ йӗрке хушнӑ пек ҫуран каҫманнипе суранланаҫҫӗ. Водительсен айӑпӗ те пур, паллах.
Скейтборд
Роликлӑ хӑма татӑкӗ ҫине тӑрса илемлӗн ярӑннине интернетра е телевизорпа курса нумай ача хавхаланать. Анчах та чӑнласа ярӑнма пӗлекенсем питӗ те сайра. Тренировкӑсӑр скейтборд ҫине тӑма пачах та юрамасть. Чӗркуҫҫи, чавса, пуҫ – скейтбордистсен чи сиен куракан вырӑнӗсем. Ачӑр мӗнле ыйтать пулсан та, аллӑра вӗҫертме ан васкӑр. Асфальт суранӗ хӑвӑрт тӳрленмест.
Тарзанка
Кӗперсем ҫинчен урисене резина евӗр троспа ҫыхса сикесси экстремаллӑ вӑйӑсен шутне кӗрет пулсан та, ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, хӑйсене юлташӗсемпе умӗнче кӑтартма, паллах, ҫак хӑрушлӑх патне хӑюллӑ утӑм тӑваҫҫӗ. Кӑнтӑра мӑйне ҫавӑрса илнӗ тӗслӗхсене медиксем пӗрре мар пӗлеҫҫӗ. Ҫакнашкал инкеке лекнӗ пациентсем вилмеҫҫӗ пулсан, инвалид коляски ҫумне ӗмӗрлӗхех ҫыпӑҫса лараҫҫӗ.
Электросамокат.
Вӗсем икӗ пая пайланаҫҫӗ. Пӗчӗк хӑвӑртлӑхлисемпе ҫӳреме права кирлӗ мар, пысӑк хӑватлӑ моторлӑ самокатсемпе ҫӳреме вара "А" категориллӗ водитель удостоверенийӗ кирлӗ. Электросамокат сехете 60 километр хӑвӑртлӑх кӑтартма пултарать, вӑл сасӑсӑр пулни – чи пысӑк хӑрушлӑх. Аслисем те, пӗчӗккисем те самокатсене пула больница койкисем ҫине килсе выртаҫҫӗ.
Батут
Хусанта кӑна ун центрӗсем вунна яхӑн. Анчах та батут спорт инвентарӗ пулнине сахалӑшӗ пӗлет. Кирлӗ хатӗрленӳсӗр сикме пуҫлани ача сывлӑхӗшӗн питӗ хӑрушӑ. Ал-урана пуҫтарса ӗлкӗреймесӗр нумайӑшӗ ҫурӑм, мӑй шӑммисене хускатаҫҫӗ е хуҫаҫҫӗ. Батут ҫинче травма илнисен сиплев вӑхӑчӗ сахалтан та пӗр ҫулталӑк. 8-12 ҫулти ачӑрсене батут ӑшне кӗртиччен хытӑ шухӑшлӑр.
Аслисемсӗр шыва кӗни те ачасемшӗн хӑрушӑ пулма пӑрахман. Путса вилнисен хаяр статистики пӗлтӗрхинчен ирттерет. Ҫавӑнпа та ачасемшӗн те, аслисемшӗн те ТИМЛӖХ пӗрремӗш вырӑнта пулмалла.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев