Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимур Кадыров та сасӑлава хутшӑнма йыхравлать

Ҫамрӑксен пурнӑҫӗ лайӑхлантӑр тесе ҫӗнетеҫҫӗ Тӗп закона

Раҫҫей Конституцине кӗртекен тӳрлетӳсем ҫынсен пурнӑҫне лайӑх енне улӑштараҫҫӗ тесе шутлать Тутарстанӑн Ҫамрӑксен ассамблеин ертӳҫи Тимур Кадыров.
"Конституцие сӗннӗ тӳрлетӳсемпе паллашсан этем вӗсем пирӗн ҫӗршыва вӑйлатассине, ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатассине ӑнланать. Вӗсем пурнӑҫӑн мӗн пур аспекчӗсене пырса тивеҫҫӗ, халӑхӑн кашни сийӗшӗн актуаллӑ пулаҫҫӗ, ҫамрӑксене, учительсене пырса тивеҫҫӗ. Ҫавӑнпа пурин те ҫак тӳрлетӳсемшӗн  сасӑламалла",–тесе каланӑ Кадыров.
Унӑн сӑмахӗсемпе, ҫӗршывӑн Тӗп законӗ ҫӗнелни регионсенче пурӑнакан граждансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма хушма майсем туса парать, ҫакӑ ҫӗршыв пурнӑҫӗ, уйрӑммӑн илсен, тутарстансен пурнӑҫӗ ҫине лайӑх витӗм кӳмелле.
"Чи кирли – Конституцире чӗлхесене упраса хӑвӑрас ыйту фиксациленет. Хальхи тӗнчере ку питех те пӗлтерӗшлӗ. Чылай халӑх педставителӗсем чӗлхесӗр халӑх пурӑнаймасть теҫҫӗ. Енчен те ҫакӑ ҫӗнетнӗ Конституцире ҫырӑнсан, чылай халӑх савӑнать",–пӗтӗмлетнӗ Тимур Кадыров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев