Тӑххӑрмӗш класс пӗтерекен ачасенчен питӗ сахалӑшӗ тӑван чӗлхепе экзамен тытма шутланӑ
Тутарстанра вӗсем кӑҫал 1371-ӗн пулнӑ: 73-ӗн чӑваш чӗлхипе экзамен тытнӑ, 21-ӗшӗ удмурт, 14-шӗ мари, ыттисем тутар чӗлхипе
Тӑван чӗлхене юратакансем Кукмор, Бартаси, Ҫӗпрел, Элкел районӗсенче пурӑнаҫҫӗ, вӗсенче 9-мӗш клас пӗтерекенсенчен 30 проценчӗ хӑй чӗлхине лайӑх пӗлет пулмалла. Республикӑри сакӑр район ачисем вуҫҫех те тӑван чӗлхепе экзамен парас темен. Ку вӑл Апас, Пӑва, Тури Услон, Елабуга, Камско-Усински, Менделеевски, Спасски, Ҫарӑмсан районӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев