Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тольяттири Сурхури

Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗ Кивӗ Çӗнӗ çул умӗн хулари Халăхсен Туслăх Çуртӗнче уяв мероприятийӗсем ирттерчӗ. Вӗсене чăвашсен авалхи йăлине Сурхурие тата Самара кӗпӗрнин кунне халалланăччӗ.

Мероприятире Тольяттири ЧНКА правленийӗн председателӗ А. П. Бикмурзин пухăннисене пурне те Сурхури тата Самара кӗпӗрнин (вăл 1851 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче йӗркеленнӗ) кунӗ ячӗпе саламларӗ. Александр Пайдулович çавăн пекех пухăннисене ырă хыпар пӗлтерчӗ: Шупашкарта пурăнакан çыравçă, поэт, композитор, философ, социаллă психолог, юрист, ЧР Писательсен союзӗн вырăс уйрăмӗн председателӗ Анатолий Николаевич Аринин Раççей Президенчӗн В. В. Путинăн Указӗпе «Культурăри тата искусствăри ӗçсемшӗн» медале тивӗçнӗ. Çакăн пек пысăк наградăна вăл Чăваш Енре пӗрремӗш илме тивӗçнӗ. Анатолий Николаевича 2023 çулхи октябрьте Мускавра Пысăк театрта РФ культура министрӗ Ольга Любимова наградăланă. 

Александр Бикмурзин Тольяттири ЧНКА ятӗнчен Анатолий Аринина саламларӗ, малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунчӗ, унпа Самара тăрăхӗнчи чăвашсем те мăнаçланни пирки пӗлтерчӗ. 

Çӗнӗ çул умӗн Анатолий Аринин социаллă сетьсенче хăйӗн Çӗнӗ çула халалласа çырнă сăввине пичетленӗччӗ, Александр Пайдулович ăна сцена çинче хавхаланса вуласа пачӗ. Ку тӗрӗс те. Шăп çавăн пек талантлă çынсен пултарулăхӗ халăха ырă та усăллă ӗçсем тума хавхалантарать-çке. 

Уявра чăваш кӗнекисемпе те паллашма май пулчӗ. Тольятти хулинчи 2-мӗш номерлӗ «Истоки» библиотекăн заведующийӗ Ольга Альшевская тӗлӗнмелле курав йӗркеленӗ, Сурхури уявӗ пирки те, чăваш çыравçисен кӗнекисем çинчен те питӗ тӗплӗн каласа пачӗ. 

Кӗнеке, искусство тата илемлӗ пултарулăх урлă халăхăн ăс-хакăлне пуянлатас ӗçӗн ырă енӗ куçкӗрет. Людмила Сибулатова ертсе пыракан пултарулăх коллективӗсен юрри-ташшипе шӳчӗ куракансен кăмăлне самаях çӗклерӗç. Хӗл Мучипе Юрпике, Аçтаха пурне те килӗшрӗç. Юрпике викторина ирттерчӗ. Унта çӗнтернисем Хӗл Мучи парнине тивӗçрӗç. Тухатмăш Карчăк пурне те уяв картине чӗнчӗ, ун шăпăрӗ айне лекнисен вара е юрă юрласа пама, е ташă ташлама тиврӗ. Аçтаха куракансене хăйӗн шӳчӗсемпе хавхалантарчӗ. 

Чăвашсен уявӗсем купăссăр пулаççӗ-и вара? Çук, паллах. Купăс каласа юрларӗç те, ташларӗç те Сурхурие пуçтарăннисем. Унтан пылак çимӗçсемпе чей ӗçрӗç. Любовь Суслова вӗретнӗ техӗмлӗ чей питӗ тутлă пулчӗ. 

Александр Бикмурзин тата унăн пулăшаканӗсем тăрăшнипе çакăн пек кăмăллă праçник иртрӗ Тольяттире. 

ЧР Писательсен союзӗн вырăс уйрăмӗн пресс-служби. 

А. Бикмурзин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: самарские чуваши