Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР музейӗсенче «Ылтăн хӗрарăм» çинчен пӗлме пулать

ТР Наци музейӗ, унăн филиалӗсем мартăн 8-мӗшӗ тӗлне «Алтын хатын» уяв программи хатӗрленӗ

Çакна асăнса хăварни вырăнлă, унта аслисем кăна мар, кӗçӗн çултисем те хутшăнма пултараççӗ. 6 çулти тата аслăрах ачасене мăшӗ валли хăй аллипе парне ăсталама вӗрентеççӗ.

Мартăн 8-мӗшӗнче ТР Наци музейӗнче «Бумага своими руками» мастер-классра авал мӗнле хут туни çинчен каласа параççӗ çеç мар, 6 çултан аслăрах ачасене хăйсен аллипе открытка тума вӗрентеççӗ.

Пысăктарах ушкăнпа тутар халăх эрешӗсене ăсталама хăнăхтараççӗ. Хатӗррисене ачана хăйпе парса яраççӗ.

Кунӗпе пырӗç мероприятисем – арабсен каллиграфине çырма вӗрентӗç, 14 çултан аслисем валли наци тумӗ çинчен мода эксперчӗ Джаннат Мингазова лекци вуласа парать. Йăлари тумсене хальхи вăхăтри дизайнпа «çамрăклатмалли» вăрттăнлăхсене уçать.

Мода çинчен тата лекци пулать. Çула çитменнисем граждан вăрçипе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи мӗнле витӗм кӳни çинчен пӗлӗç.

Кун «Çурхи кӗвӗсем» концертпа вӗçленет.

Мартăн 7-мӗшӗнче «Боратынские: история любви» Николай Боратынскипе Ольга Казем-Бек шăпи çинчен 15.00 сехетре Е.А.Боратынский музейӗнче экскурси ирттерсе каласа параççӗ.

Мартăн 8-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ музейра та тематикăллă экскурсие кӗтеççӗ: «Габдулла Тукай çывăхӗнчи хӗрарăмсем»

ТР Наци музейӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Праздники