ТР Наци музейӗнче «Атте кунӗ» акци пырать
Çуллахи каникулсем, отпусксем пуçланнă вăхăтра музейсенчи ӗç тата хӗрӳрех. Çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать «Татар-информ» ИА журналистсем валли музей ӗçченӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулуран
Информаци агентствинче ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Айрат Файзрахманов, 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин мемориал музейӗн заведующийӗ Александр Александров тата ТР Наци музейӗн наукăпа реконструкци уйрăмӗн заведующийӗ Владислав Хабаров пулчӗç.
Майăн 25-мӗшӗнче пуçланнă «Атте кунӗ» акци çуллахи каникулсем вӗçленичченех пырать, Тутарстанӑн Наци музейӗнче иртет. Ашшӗсем ачасемпе пӗрле тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрçин музейне кӗрсе тухма, хӗç-пӑшал, çар техникин тӗслӗхӗсемпе паллашма май пур. Пăхса, гида итлесе çеç мар, алăпа тытса пăхма та, тумӗсене тăхăнма та ирӗк параççӗ. «Хан-билет» акци пынă вăхăтра çак билетпах ТР Наци музейӗнчи куравсене кӗрсе курма пултараççӗ.
Ку акци 2026 çулхи май уйăхӗнчен пырать. 1500 тенкӗлӗх билет туянса уйăхӗпе хулари музейсене кӗме пулать. ТР Нци музейӗпе унăн Хусанти филиалӗем хутшăнаççӗ акцие. «Хан-билет» 2026 çул вӗçленичченех пырать, пӗр билетпа пӗр уйăх.
«Акцие ашшӗсем хӑйсен ачисемпе пӗрле ТР Наци музейӗпе унӑн филиалӗсенче вӑхӑта интереслӗ ирттерччӗр тесе йӗркелетпӗр. Çар техники çинчен, Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси пирки ачана ашшӗ каласа парсан, экспонатсемпе паллаштарсан лайăхрах тесе шутлатпăр, анчах эпир амӑшӗсене, тӑванӗсене тата çемьери ытти çывăх çыннисене те хаваспах йышăнатпăр», – терӗ ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ тараватлăн.
Ачасем тӑмран йăваласа тунă салтак-пуканесен тумне Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрçи вӑхӑтӗнчи çар тумӗ пек сӑрлама, совет халăхӗн фронтри та, тылри паттăрлăхӗпе, çӗршывăн мухтавлă историйӗпе паллашма пултараççӗ.
Ытти регионсенчи музейсемпе те туслă çыхăну тытаççӗ хусансем. Июнӗн 22-мӗшӗнче Тăван çӗршыв çине фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса кӗнӗренпе 85 çул çитнине асăнса ТР Наци музейӗнче «Çамрăк гварди» çинчен каласа паракан курав уçăлать. Çитӗннисем пӗлеççӗ, вилӗмрен хăрамасăр фашистсене хирӗç тăнă «Çамрăк гвардин» паттăрлăхӗ çинчен. Донбассран кӳрсе киекен экспозици пӗтӗмпех чăнни тесе пӗлтерчӗç журналистсене: «Çамрăк гварди» пайташӗсен тумӗсем-и, шкулти доска-и, сӗтел-пукан...
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев