Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Наци музейӗнче Çăтмах сачӗ уçăлчӗ

Тутарстан Республикин Наци музейӗнче майăн 13-мӗшӗнче «Райский сад: искусство российского ислама» курав ӗçлеме пуçлать.

Экспозицире хальхи вăхăтри искусство произведенийӗсемпе юнашарах истори реликвийӗсем питӗ хитрен вырнаçнă.

«Райский сад: искусство российского ислама» — проект  ТР Наци музейӗн, Стрит-арт тӗпчевӗн институчӗн, Тухăç музейӗпе Марджани фончӗн пӗрлехи проекчӗ. Куравра тӗрлӗ ӗмӗрсенче усă курнă япаласем те, хальхи вăхăтри ӳнерçӗсен ӗçӗсем те пур. Тутарстан, Дагестан, Пушкăртстан, Крым художникӗсем хутшăннă ку проекта. Куравăн кураторӗсем  Альфрид Бустанов (ТР Наци музейӗ), Полина Ёж (ИИСА), Илья Зайцев (Тухăç музейӗ)

Ултă уйрăмран тăракан курав ислам культурипе тачă çыхăннă.  Тӗрӗсрех каласан, йӗркелӳçӗсем мăсăльман тӗнӗнчи çăтмах сачӗсем çинчен каласа параççӗ: Тӗнчесен хушши, Сад, Ăс-хакăл, Юрату, Ӳт-пӳ тата Вилӗм.  Курав пӳлӗмӗсене иртмелли çула хӗрлӗ панулмисем çакăнса тăракан туратсемпе илемлетнӗ. Пӗрремӗш пӳлӗме кӗнӗ тӗлте хура чаршава сирсен куракан çурма тӗттӗм çӗре кӗрсе тăрать. Пӳлӗм варринче панулми турачӗсем «тӳперен» усăнса анаççӗ, урайӗнчи çавра тӗкӗртен «сăнне» кураççӗ. Кунтах кунган, алшăлли,1703 çулта кăларнă коран. Курав кураторӗсенчен пӗри Альфрид Бустанов çын чунӗ леш тӗнчене кайсанах малалла иртме хатӗрленсе тăни çинче каласа парать «Тӗнчесен хушши» пӳлӗмре.

 Йӗркелӳçӗсем курава мӗншӗн губади евӗр сийӗн-сийӗн тума шутланине этемӗн туйăм органӗсем улттă пулнипе ăнлантарчӗç. Курава килнӗ çын курать те, илтет те, йывăç-курăк шăршине туять...  Ӳт-пӗве халалланă пӳлӗмре çакна «тӗрӗслесе» пăхма ансат.  Пирӗн ума стена çине речӗпе вырнаçтарса тухнă техӗмлӗ шăршă саракан гербарий тухса тăрать, халăх сиплевçин Хаджар абин сасси пӗр чарăнми илтӗнет.  Сентре çинчи кӗлӗсем çырнă пусма татăкӗсем камăн-тăр суранне сипленӗ пулӗ. Ку темăна ӳнерçӗсен перформансӗ малалла тăсать.

«Юрату» пӳлӗмӗнче кашни экспонат çӗр çинчи, тӳпери чи пархатарлă туйăм çинчен калать. Çутă сапалакан гури кӗлетки-и вăл, мобильлӗ телефонсем хурса тултарнă карçынкка-и, Ылтăн Урта тапхăрӗнчи хӗрарăм капăрлăхӗсем, ӳнерçӗсен картинисем... Пурте, пурте юрату çинчен, ырă хутшăнусем çинчен калаççӗ. Ку пӳлӗм те ыттисем пекех çурма тӗттӗм, апла пулин те экспонатсенчен килекен çутă çак «çитменлӗхе» пӗтерет. Çутă пӗлтерӗшӗ чăнахах та питӗ пысăк пулнине куратпăр çакăнта.

Вилӗме халалланă пӳлӗм кăсăк та, шиклӗ те. Хăрамалли нимӗн те çук унта, паллах. Анчах этем çывăх çыннисенчен яланлăха уйрăлни, çӗр çинчен ӗмӗрлӗхе кайни пирӗншӗн яланах пысăк ырату, çухату. Ку пӳлӗм варринче мăсăльмансен вилтăприйӗсем çине хунă чул плитасем мăнаçлăн курăнса лараççӗ. Ылтăн Урта вăхăтӗнчех ăсталанă вӗсене. Стена çинче мăсăльман вилтăприйӗсем çине лартакан палăксен каталогӗ. Дагестанри Кубачи ялӗнче пӗр ăстаçă икçӗре яхăн ӳкерчӗкрен тăраканскере хатӗрленӗ иккен. Анчах ӗмӗрсем иртнӗ май (самани те улшăнсах тăнă) 90 ытла сыхланса юлнă.  

Стрит-арт тӗпчев институтне (Санкт-Петербург)  никӗслекенсенчен пӗри, паян уçăлнă куравăн кураторӗ Полина Ёж, хальхи вăхăтри искусствăпа йăлана кӗнӗ мелпе ӗçлекен музее пӗрлештерни паянхи кун кирлӗ тесе шутлать. Анчах çакна питӗ асăрханса тумалла, ун шучӗпе. Хальхи вăхăтри ӳнерçӗсен ӗçӗсенче курав темине асăрхаса вӗсен пӗрлӗхне тӗпчеме кураканшăн интереслӗ пулассăн туйăнать.

Курав йӗркелекенсен тӗллевӗсем те сийӗн-сийӗн, çӳлерех асăннă губади кукăль пек туйăнать. Вӗсем Раççейри ислам искусстви çинчен каласа, кăтартса пама тăрăшни – пӗрре, ислам искусстви çинчен мăсăльмансене çеç мар, ытти тӗн конфессийӗсен çыннисене интересленмелле кăтартни – иккӗ. Пирӗн çӗршывра пӗрлехи ислам искусстви пур е çук? Çак ыйту çине хуравлама хăтланни те сисӗнет. Курав 2026 çулхи сентябрӗн 29-мӗшӗччен пырать. Куракансенчен нумайăшне килӗшӗ вăл, анчах йӗркелӳçӗсен концепцийӗсене хирӗçлекенсем те пулӗç, иккӗленместӗп. Апла пулин те «Райский сад: искусство российского ислама» курав илемлӗ, кăсăк, халичченхисенчен тăруках уйрăлса тăнипе пурте килӗшӗç. Тен, Хусанта курав тапхăрӗ вӗçленнӗ хыççăн çӗршывăн урăх кӗтесӗсене те çитерсе кăтартӗç ăна.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #выставка