Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Алексеевскинчи Çар мухтавӗн музейне çитсе курнă

Тутарстанăн Премьер-министрӗ Алексей Песошин Алексеевски хула евӗрлӗ поселока ӗçлӗ çулçӳревпе килсен Çар мухтавӗн музейне те кӗрсе курнă, тесе пӗлтерет ТР Правительствин пресс-служби.

Музейре ăна Раççей Геройӗ Расим Баксиков кӗтсе илнӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, паттăр танкист Алексеевски районӗнчи Пӳлерте ӳснӗ. Музеййӗн пӗр залӗнче Расим Баксикова халалласа стенд йӗркеленӗ, «Алеша» танкăн макетне вырнаçтарнă.


Нумай пулмасть ку музейре тӗпрен юсав ирттернӗ. Халӗ кунта çамрăксемпе патриотизм темипе вӗренӳ занятийӗсем ирттерме ятарлă зал та пур. Наукăпа тӗпчев ӗçӗсене упрамалли, экспонатсене пухса тирпейлемелли, музей фончӗн оцифровкине тумалли пӳлӗмсем те пур. 


Экспозицин тӗп пайӗ иккӗмӗш хутра вырнаçнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин залӗнче çак тапхăрпа çыхăннă документсем, фотоматериалсем, çар формисем нумай. Вӗсем пурте Алексеевски районӗн çыннисене. Çавăн пекех Афган вăрçипе Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем те сахал мар.

 

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев