Тӗрӗ уявӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Енре улттӑмӗш хут Чӑваш тӗррин кунне паллӑ тӑваççӗ
Çак кун çулран-çул çӗнӗ пӗлтерӗшпе тулнине, чăвашсенчен кашниншӗн çутӑрах та çывӑхрах пулнине сӑнама кăмăллă. Халăх йӑли-йӗркисене çӗнӗлле тата хальхи пек йӗркелени малашлӑха шанчӑклӑрах пӑхма май парать.
Çак çулсенче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ искусстви иккӗмӗш сывлӑш илнӗ. Чăваш Республикинче вырӑнти дизайнерсемпе модельерсенчен тумтир, эрешсем, аксессуарсем кăларакан 10 ытла бренд йӗркеленнӗ. Ноябрь уйӑхӗнче республикăра чăваш тӗррине халалласа 400 ытла мероприяти ирттереççӗ, унта 10 пин ытла çын хутшӑнасси паллă.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнчи мероприяти тӗрӗ уявӗн тӗп пайӗ пулать. Унта чи лайӑх культура ӗçченӗсене, тӗрӗ ӑстисене тата «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурс çӗнтерӳçисене чыслӗç.
ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев хăйӗн Телеграм каналӗнче хамӑрӑн культура еткерне малалла аталантарса, тарӑнлатса пыма, ӑна пулас ӑрусене парса пыма чӗнет.
Яланхи пекех ноябрӗн 26-мӗшӗнче #наработусвышивкой акци иртессине пӗлтерет Чăваш Ен Пуçлăхӗ. Çак кун пулӑшса наци тумӗпе е наци стилӗн элеменчӗсемпе ӗçе пыма чӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев