Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗрӗ вăрттăнлăхне тӗпчерӗмӗр

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӳркел ял библиотекинче «Чӑваш тӗррин тӗнчи» ятлӑ тӗлпулу иртрӗ. Умлӑ-хыçлӑ икӗ класс ачисем пулчӗç хӑнара.

Чӑваш тӗрри тӗнчипе паллӑ. Ӗмӗрсем витӗр, несӗлтен несӗле пирӗн халӑх тӗрӗ ăсталӑхне парса пырать. Тӗссен килӗшӗвне, тӗрӗ симметрине туйни тӗлӗнмелле эреш çуратать. Тӗрленӗ тум тӑхӑнсан хӑвна чӑваш тӗнчин пӗр пайӗ пек, халӑх историне туятӑн. 

Ачасем тӗрӗсемпе паллашрӗç, тӗссен пӗлтерӗшне шӗкӗлчерӗç, тӗрлӗ çӗвӗсен вăрттăнлăхне, тӗрӗ историне пӗлчӗç. Тӗрӗ халӑхӑн ӑс-тӑн культурине палӑртать. Библиотекарь вӗренекенсене Николай Симуновӑн «Сурпан тӗрри» ятлӑ произведенийӗпе паллаштарчӗ. Кӑсӑкланакансем тӗрлесе те пӑхрӗç.

 

Елена ХЛЫНОВА.

Пăва районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Чувашская культура