Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Трактора та ӳсӗрле çӳретмелле мар

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи 51-ти арçын патшалăх автоинспекцийӗн тимлӗхне пӗрре кăна лекмен. Хальхинче те ӳсӗрле руль умне ларнăшăн çак­ланнă.

Суд палăртнă тăрăх, 2025 çулхи декабрӗн 7-мӗшӗнче «Т-16М» тракторпа Слобода Волчья ялӗн тӗп урамӗпе ӳсӗрле çӳренӗ пулнă вăл.

Тракторист хăй айăпӗнчен тунмасть, анчах закон умӗнче административлă явап тытмах тивет. Суд ăна обязательнăй йӗркепе 220 сехет ӗçлеттерме йышăннă. Кунсăр пуçне транспортпа çӳреме ирӗк паракан правине икӗ çула илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество нарушение пдд