Тӗрӗксен комикссем пулнă-и? Пур
Ӗнер, февралӗн 8-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче «Йорт» комикссен пуххин хăтлавӗ иртрӗ
Ӗнер, февралӗн 8-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче «Йорт» комикссен пуххин хăтлавӗ иртрӗ
ТР Наци библиотеки 2023 çул вӗçленнӗ тӗле тӗрӗк чӗлхиллӗ халăхсен «Йорт» комикссен пӗрремӗш сборникне кăларнă. Çак пысăк ӗçе тума ТР Çамрăксен министерстви тата ТР Культура министерстви пулăшнă. Сборнике ТР Наци культурисен тата йăлисен çулталăкне халалланă. «Йорт» — çав тери пысăк пулăм, халиччен кунашкал проект çинчен калаçман та. Çавăнпа çакăн пек хăюллă утăм тăвакансене, пултаруллă çамрăксене çитӗнӳпе саламласа ăнăçу сунмалла тата малашне интереслӗрех те интереслӗрех кăларăмсем кӗтмелле.
Паха хут çинчи шурă-хура ӳкерчӗксем. Пӗр-пӗринчен инçетре пурăнакан тӗрлӗ наци ывăлӗ-хӗрӗн ӳкерчӗкӗсен сюжечӗсем кашнин хăйӗн — пӗри савăнăçӗ çинчен каласа кăтартать, теприн — хурлăхлă, виççӗмӗшӗçапла майпа шӳтлет тата теприн асамлă, тата, тата... Анчах вӗсем пурте ырă, çутă сăнарлă — тăван киле, ачалăха аса илтереççӗ.
Комикссен пуххине 70 ӗç кӗнӗ. Авторсем ӳкерчӗксене хăйсен чӗлхипе çырнă — тутарла, чăвашла, пушкăртла, якутла, алтайла, балкарла, тувалла, ногайла. Чӗлхине кура авторсене ушкăнăн —ушкăнăн пухнă, умӗнче çак наци çыннисем, историйӗпе культури çинчен кӗскен çырса паллаштарнă. Сборнике йӗркелекенсене çакăншăн уйрăммăн тав сăмахӗ каламалла.
"Йорт"географийӗ питӗ анлă — Хусан, Мускав, Санкт-Петербург, Тюмень, Шупашкар, Ӗпхӳ, Мытищи, Нальчик, Астрахань, Якутск, Кызыл, Алтай Республикинчи Балыкч ялӗ, Каир (Египет).
Комикссен пуххи 655 экземплярпа пичетленсе тухнă, ăна йӗркелесе кăларакансем авторсене сцена çинчен парнелерӗç республикăри библиотекăсене те çителӗклех салатасшăн, тӳлевсӗрех. Çавăнпа искусствăн çак енӗпе интересленекенсене библиотекăсене çул тытма канашлатпăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев