Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗрлӗ чӗлхесемпе ӗçлекен блогерсене «Татмедиа» хатӗрлеме палăртать

Çакăн çинчен акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков пӗлтернӗ

«Эпир тӗрлӗ халăх представителӗсемлӗ республикăра пурăнатпăр. Пирӗн тутарла, вырăсла, марилле, чăвашла, удмуртла тухса тăракан хыпар хатӗрӗсем пур. Хамăр задачăна эпир блогерсен шкулӗ тӗрлӗ чӗлхеллӗ тăвассинче куратпăр. Паянхи кун тутар чӗлхеллӗ блогерсен сфери питӗ хастар аталанать», – ăнлантарнă Шамиль Садыков. 
«Шәп блогер» шкулне туса хурас идейăпа «Ялкын» журнал тухнă. Çак шухăш Рустам Минниханов кăмăлне те кайнă. Проекта ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинчи халăхсен чӗлхисене упраса аталантарас тӗлӗшпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе пурнăçа кӗртеççӗ. Пысăк аудиторипе ӗçлес опытлă блогерсем проекта наставник пулса кӗреççӗ. 
«Вӗсен çамрăксемпе ӗçлес кăмăлӗсем пур. Ку пирӗншӗн, «Татмедиашăн» питӗ пӗлтерӗшлӗ. Компани хамăр ӗçтешсене вӗрентекен медиашкула илсе пырать. Филологи тата культурăсем хушшинчи хутшăнусен институчӗн никӗсӗнче эпир тутар чӗлхиллӗ журналистсене вӗрентетпӗр. Халӗ блогерсене хатӗрлес енӗпе те пикенсе ӗçлетпӗр. Эпир пуласлăх никӗсне хыватпăр», – тесе пӗтӗмлетнӗ спикер. «Шәп блогер» медиашкулта вӗренме (унта чăвашсем те хутшăнма пултараççӗ) заявкăсене майăн 14-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев