Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖРЛӖ ЫЙТУСЕМ ХУСКАТРӖÇ

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн регионсен хушшинчи форумне И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалларӗç

Иртнӗ шăматкун Шупашкарта Чăваш наци библиотекинче Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн регионсен хушшинчи форумӗ иртрӗ. Пухăва Атăлçи халăхӗсен культурипе вӗрентӳ деятелӗ, педагог-демократ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Чăваш Енӗн кашни районӗнчен тата чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчен таврапӗлӳçӗсем пуçтарăнчӗç кунта. 

 

Пухăннисене Чăваш Респуб­ликин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Земфира Яковлева ерт­се пыракан «Эткер» фольклор ансамблӗ авалхи чăваш юррисемпе саламларӗ.

Пухăва Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн секретарӗ Ольга Тимофеева уçрӗ, ертсе пычӗ. Пухăннисене саламласа союза ертсе пыракан Сергей Сорокин онлайн мелӗпе, пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳçи Виталий Стань­ял Уçă çыру çырса саламларӗç. 

Чăваш наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чăваш Енӗн Обществăлла палатин пайташӗ, Чăваш наци конгресӗн Регионсемпе ӗçлекен комитечӗн ертӳçи Владимир Тяпкин, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, наци вулавăшӗн Чăваш наци культурипе библиографи пайӗн ертӳçи Галина Соловьева та саламлама хутшăнчӗç, хăйсен сăмахӗсенче тӗрлӗ ыйтусене хускатрӗç.

Истори наукисен докторӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн профессорӗ тата ЧНАНИ вице-президенчӗ Лев Ефимов «Иван Яковлевич Яковлев – Чăваш халăхне çутта кăлараканӗ» темăна анлăн уçса пачӗ. 

Истори наукисен кандидачӗ, Чăваш наци музейӗн çӗнӗ тата чи çӗнӗ историйӗн секторӗн ертӳçи Андрей Зарубин, Чăваш Республикин Патшалăх истори архивӗн ыйтусемпе информаци тивӗçтерӗвӗн пайӗн тӗп архивариусӗ Наталия Александ­рова, Элӗк муниципаллă округӗнчи Ефремкасси ял библиотекин  тӗп библиотекарӗ Алина Андреева, Елчӗк муниципаллă округӗнчи Кушкă шкулӗн чăваш чӗлхипе литературин учителӗ Анна Портнова, Çӗрпӳри пӗрремӗш вăтам шкул вӗренекенӗ Ксения Захарова тата ыттисем темăна чылай пуянлатрӗç.

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Николай Казаков регионти таврапӗлӳçӗсен ӗçӗсемпе, çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. 

Тутарстан Республикинчи уйрăмăн ӗçӗсем те мухтава тивӗçлӗ. Чылай çул ӗнтӗ ăна Александр Семенов ертсе пырать. Çынсемпе ӗçленипе пӗрлех вăл чăвашсен аваллăхӗ, культури, йăли-йӗрки енӗпе тӗпчевсем ирттерет, вӗсене пичетре çутатать, кӗнекесем кăларать. Араб элчи Ибн Фадлан Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ пирки çырса хăварнисем тăрăх тунă тӗпчевӗсене вăл Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн пайташӗсен ятӗнчен Раççей Наукăсен академийӗн Хӗвелтухăç институчӗн тӗнче конференцине пăхса тухма тăратрӗ. Конференцие Атăлçи Пăлхар ислам тӗнне йышăннине пӗлтернӗренпе 1100 çул çитнине халалланăччӗ. Унта Раççейри ăсчах-историксемпе пӗрлех 15 çӗршыв представителӗсем хутшăннă. Тухăçлă, тулли докладшăн пирӗн ентеш Хӗвелтухăç институтӗнчен Тав çырăвӗ илме тивӗçнӗ. Çакă И.Я.Яковлев юбилейӗ тӗлне Тутарстанри таврапӗлӳçӗсен сулăмлă парни пулчӗ.

Тутарстанри таврапӗлӳçӗсем республикăн тӗрлӗ кӗтесӗсенче тăтăшах пулаççӗ, мероприятисем ирттереççӗ, таврапӗлӳ темипе кӗнекесем кăлараççӗ. Вăл кӗнекесем чăваш культурипе йăли-йӗркине, историне туллинрех тӗпчеме пулăшӗç. И.Я.Яковлев юбилейне халалланă мероприятисемпе пӗрлех Тутарстанри таврапӗлӳçӗсем чăваш çыравçисен юбилейӗсене те тивӗçлипе паллă тăваççӗ. Вӗсем кăçал сахал мар: Георгий Краснов-Кӗçӗнни çуралнăранпа 115 çул, И.С.Максимов-Кошкинский – 130 çул, Тихăн Петӗркки – 130 çул, Турхан Энтри – 135 çул, Иван Юркин – 160 çул, Василий Орлов – 105 çул...

Пухура кӗнекесем, энциклопедисем кăларас тӗлӗшпе таврапӗлӳçӗсем уйрăмах хастар ӗçленине палăртрӗç, конкурсра çӗнтернисене дипломсемпе, «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» паллăсемпе наградăларӗç, хаклă парнесем пачӗç.

 

Василий КАРАБАЕВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев