Туристсен шучӗпе Тутарстан пиллӗкмӗш вырăнта
2025 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх республика хăна çурчӗсенче, гостиницăсенче тата ытти кану вырăнӗсенче вырнаçнă туристсен шучӗпе малта пыракан регионсен хушшинче. Тутарстан 2,9 миллион турист юхăмӗпе пиллӗкмӗш йӗрке йышăннă.
Раççейре пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тăрăх пӗрремӗш вырăнта Мускав 12,9 миллион çынпа, ун хыççăн Краснодар крайӗ ؘ– 9,3 миллион, Санкт-Петербург – 7,0 миллион, Мускав облаçӗ 6,4 миллион туристпа пырать.
Аса илтеретпӗр, 2025 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстана пурӗ 4,5 миллион турист килсе кайнă, ку 2024 çулхипе танлаштарсане 0,2 миллион ытларах.
ТР Туризмпа патшалăх комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, туризм сферипе çыхăннă ытти отрасльсене (туристсен пурăнмалли, апатланмалли, транспорт, туянмалли тата кунă тăкакӗсем) шута илсе туристсем 2025 çулта республикăра 120 миллиард тенкӗ хăварнă. Ку иртнӗ çулхи çак тапхăрти кăтартуран 13 миллиард ытларах. Республика хăнисем ытларах Хусан Кремльне, Свияжск утрав-хулине, Елабугăна тата Аслă Пăлхара çӳреççӗ.
Çавăн пекех пысăк хăвăртлăхлă М-12 çула Екатеринбурга çити уçни те çӗршывăн тухăçӗнчен килнӗ автомобильсемпе çулçӳревçӗсемшӗн меллӗрех пулса тăнă. Раççейре автотуристсем туристсен юхăмӗ 60 процент таран ӳснӗ, çав шутра Тутарстанра та.
2025 çултанпа Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарнипе туризм сферинче «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗ хута кайнă, унчен «Туризм и индустрия гостеприимства» наци проекчӗ ӗçленӗ. 2021 çултан пуçласа 2025 çулччен наци проекчӗсене пурнăçа кӗртме 2,4 миллиард тенкӗ ытла укçа-тенке уйăрнă. Çак укçана модульлӗ гостиницăсем тума, туризм оборудованийӗ туянма, пляжсем йӗркелеме, мероприятисем ирттерме тата хуласен сăн-сăпатне лайăхлатмалли проектсем валли янă. Хусанта Туризм сферинче кадрсем хатӗрлемелли центр та ӗçлеме пуçланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев